Этем пурнăçĕнче ĕмĕрсен таппинче мĕнле кăна улшăнусем пулса иртмен пулĕ. 40-50 çул каяллахипе танлаштарсан та, халĕ çанталăкĕ те вылянчăклă. Тĕнче шайĕнчи лару-тăру та «пуç хĕрлĕ» çаврăнчĕ — çĕршывсем хушшинчи хирĕç тăруллă синкерлĕх вăйлансах пырать. Хамăр та «ĕлĕкхи» мар тинех.
Аваллăхра, язычество пуç пулса тăнă тапхăрта, пирĕн йăх-несĕлĕмĕрсем, нумай-нумай йăла-йĕркепе усă курнă. Чылайăшĕ тĕшмĕшпе çыхăннăран, пирĕншĕн, халĕ Интернет уçлăхĕнче «вĕçекенсемшĕн», кулăшла та, тен. Хĕллехи уявсемпе мешехесене кăна асăнар-ха: выльăх чỹкĕ, карта-йыш чỹкĕ, улах сăри, кил-йыш пăтти, Карачун эрни — шуйттан эрни, сурхури, ĕне ырри чỹкĕ, çăварни… Çуркунне, çулла, кĕркунне вара хăйĕн уйрăмлăхĕсем.
Йăла-йĕркесене календарьпе те палăртма пулать. Калăпăр, çулталăк тапхăрĕсемпе çыхăннисем (сурхури, çăварни, мăнкун, çимĕк, чỹклеме), уйрăм çын кун-çулĕнчисем (ача пăтти, çара ăсатни, туй, вилнĕ çынна пытарни, ваттисене асăнни), уй-хир ĕçĕпе çыхăннисем (вăрлăх кăларни, ака пăтти, акатуй, уй чỹкĕ, авăн пăтти), выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчисем (карта пăтти, выльăх чỹкĕ, çĕр хапха, çĕнĕ вут, кĕтỹ кăларни). Асăннă календаре 7-8 пая та çитерме пулать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăннă Александр Федорович Черновран (1907-2002) çĕр хапхи (çĕр витĕр кăларни) çинчен каласа панине çырса илнĕччĕ.
Ял варринче 20-25 метр тăршшĕ таран çĕр айĕнчен туннель пек туса чавнă. Çынсем, выльăхсемпе пĕрле, çавăн витĕр тухнă. Çапла майпа чума, холера тата ытти вăйлă сарăлнă чир-чĕртен хăтăлатпăр, выльăх-чĕрлĕх те сывă çитĕнĕ тенĕ.
Çак е ытти хăш-пĕр йăласем халĕ айванла та, кулăшла та туйăнаççĕ. Медицина пулман, çавна май çынсем çапла майпа çăлăнăç шыранă та.
Мешехесене тĕрлĕ йышпа ирттернине те асăнмалла. Темиçе ял çыннисем пуçтарăнса, акă, тĕрлĕ вырăнта кашни 9, 7, 3 çулта Аслă чỹк йĕркеленĕ. Ял, йăх-ăру, çемье, уйрăм çын пуçарăвĕпе иртнисем те паллă.
Чылай уяв кунĕ кашни çул куçса пынă. Хăш кун уявласси çанталăкран та килнĕ, уйăхпа хĕвеле сăнаса та палăртнă. Уйрăмах кунпа çĕр танлашнине, кун таврăннине тата хушăннине, уйăх тулнипе катăлнине тĕпе хунă.
Хăш-пĕр уявсене халĕ пĕр кун паллă тăватпăр пулсан, ĕлĕк вара (Сурхури, Çăварни, Мăнкун, Сĕрен) эрне талккăшĕпе уявланă. Çăварнине илсен, акă, тунтикун тĕл пулу, ытларикун — вăйă, юнкун — тутлă апат, кĕçнерникун — вăйă-кулă, эрнекун — хуняма каçĕ, шăматкун — хĕр пултăр, вырсарникун каçармалли кун шутланнă.
Чăвашсен ĕлĕкхи календарĕ икĕ çулталăк 12 уйăхлă, 3-мĕш çулталăкра 13-мĕш уйăх — кăрлач уйăхĕ хыççăн кĕçĕн кăрлач хушăннă. Пĕр кунлăх уявсене юнкун, кĕçнерникун, эрнекун ирттернĕ, эрнене тăсăлаканнисене — юнкунпа юнкунччен. Нумай турра ĕненекенсем Мăнкуна шăпах асăннă тапхăрта паллă тунă.
Кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен хресчен Турăран пулăшу ыйтнă, ăна вĕçлесен — тав тунă. Çавна май çак тапхăрсене тĕрлĕ мешехепе çыхăнтарнă. Çур акине вĕçленĕ хыççăн ака пăтти, тыр-пула пухса кĕртсен, юпа уйăхĕнче, чỹклеме йĕркеленĕ. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа та хресченсем Турра çĕнĕ тырăшăн тав тумасăр, парне кỹмесĕр пултарайман. Унсăрăн малашне тухăç япăх пулĕ, тенĕ.
Хальхи вăхăтра Акатуя (Сабантуя, Сухатине, Уява) калчасем шăтса тухсан ирттереççĕ, ĕлĕк-авал ял çыннисем Акатуйсенче çур акине тухиччен те савăннă.
Халĕ шутлатăн та, авалхи йăх-несĕлсен пурнăçĕ пĕтĕмпех йăла-йĕркесемпе тулнăн туйăнать. Уйрăм çынпа е çемьепе çыхăннисем вуннăран кая мар. Выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерес, чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе та сахал мар йăла йĕркеленĕ.
Раштав уйăхĕнче кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Кун таврăнсан (вăрăмланма пуçласан) «хĕрлĕ вăкăр хỹри хăпарать», тенĕ. Яш-кĕрĕм, ĕçĕсенчен пушаннăскерсем, уявсем ирттерме хатĕрленнĕ. Палăртнă уйăхри пысăк уявсенчен пĕри — улах ларма тухни. Хĕрсем унта алă ĕçĕ тунă, юрланă, каччăсем килсен вара вĕсене хут купăс каласа ташлаттарнă. Пулас çемье чăмăртанăвĕ те çакăнта тĕвĕленнĕ.
Ваттисем ун чухнехи власть улахсене, вăйă картисене чарнине калатчĕç. Çынсене клуба хăваланă, хĕрлĕ уявсене ирттерме çеç ирĕк панă. Улахсем йĕркеленинче вара нимĕн япăххи те пулман. Хĕрсем пĕр-пĕринчен тĕрлĕ ĕçе хăнăхса аталаннă, юрра-кĕвве ăса хывни те пурнăçра усă кăна кỹнĕ. Константин Иванов поэт улахсене çỹресе фольклор пуçтарни те паллă, сăмах пуянлăхĕпе «Нарспи» поэма çырнă чухне те усă курнах вăл…
Авалхи халăхăн пурлăх тата ăс-хакăл культури, пурнăç йĕркипе йăлисем таврăнманлăха юлчĕç. Паллах, çулсерен çĕнĕ модăна кура тăхăнатпăр, тăхăр тинĕс леш енчен кỹрсе килнĕ çимĕçсемпе сăйланатпăр пулин те, мăн-мăн асаттесен йăли-йĕркисем историре упранма тивĕç. Вĕсенчи этика, этикет, этемлĕх моралĕ пирĕншĕн чун тасалăхĕн çăл куçĕсем пулмалла. Пурнăçра хрусталь ваза кăна мар, тăмран тунă чỹлмек те кирлĕ пулма пултарать.
Паянхине тата малашнехине иртнипе çыхăнтармасăр май çук. Хăш-пĕр йăла-йĕрке тĕшмĕшлĕхпе палăрнă пулсан та, вĕсем символ пек пулса тăнă: çынлăхри пахалăхсене — çемьери хутшăнусене йĕркелессине, çут çанталăка юратассине, кил-хуçалăха тытса пырассине, ыр кăмăллăха, сăпайлăха, типтерлĕхе — вĕрентнĕ. Çĕнĕ технологи аталанăвĕн ĕмĕрĕнче авалхи еткерлĕхе çитес ăрусем валли çул парар.
Николай МАЛЫШКИН.

