Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаçат çăмăл атлетсене пуçтарчĕ

Хаçат çăмăл атлетсене пуçтарчĕ

Апрель уйăхĕн иккĕмĕш эрнинче округра çулсеренех çăмăл атлетсен çуллахи тапхăрĕ уçăлать. Вăл «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессипе çыхăннă.

Мария Егорова
Ульяна Васильева
Кирилл Миллин
Михаил Миллин
Ярослав Тихонов
Самира Сабитова
Изабелла Кудряшова
Светлана Кожевникова
Павел Чернов
Виктор Райков
Алексей Васильев
Анна Симакова
Лариса Гладкова
Татьяна Васильева
Борис Головин
Владимир Зиновьев

Апрелĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ 47-мĕш кроса хутшăнакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова саламларĕç, çăмăл чупу сунчĕç. Елчĕкри Çветтуй Александр Невский ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пил пачĕ.

Кроса чи кĕçĕннисем, 2015 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем уçрĕç. Кунти икĕ чупура та мала тухнисене пĕр-пĕринчен 2-4 çеккунт çеç уйăрчĕ. Тепĕр ỹсĕмри хĕр ачасем те 500 метра парăнтарчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Ульяна Васильева 2023, 2025 çулсенчи çитĕнĕвне хальхинче те çирĕплетрĕ (2024 ç. хутшăнман.-ред.). Ăна 2 çеккунт выляса янă Ульяна Обручкова та (Аслă Елчĕк) спортра çĕнĕ ят мар. Йĕлтĕрçĕсен нумай ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи икĕ çул каялла чемпион пулнăччĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ Диана Орлова кăçал 3-мĕш.

Елчĕкри Михаил Миллин иртнĕ çул 500 метра чупса мала тухнă. Ку хутĕнче 1000 метра чупрĕ, хăйĕнчен аслăраххисемпе тупăшма тиврĕ пулсан та, ирĕклĕ мел кĕрешĕвĕн атлечĕ кăмăл-туйăм çирĕплĕхне кăтартса парса 1-мĕш тухрĕ. Тимофей Солинпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Вадим Уркин (Елчĕк) — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Призерсем 2023 çулта та пĕр дистанцире тупăшнă, ун чухне вĕсем ăмăрту протоколне кăштах улшăну «кĕртнĕ»: Вадим — пĕрремĕш, Тимофей — иккĕмĕш пулнă.

Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекен Самира Сабитовăна хаçат кросĕн абсолютлă чемпионки теме пулать. 2023 çулхи 2-мĕш призер юлашки виçĕ ăмăртура та пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарнă. Вăл тăрăшса тренировкăсем ирттерни хăйĕнчен аслăраххисемпе чупса çĕнтернинчен те туйăнчĕ. Самира тата Аслă Елчĕкри Софья Афанасьева — тĕп конкурентсем. Йĕлтĕр спорчĕн нумай хут çĕнтерỹçи хаçат кросĕн 4-мĕш хутчен кĕмĕл призерĕ пулчĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Анна Смирнова та 3-мĕш хутчен призлă вырăнпа çырлахрĕ…

47-мĕш кроса пĕтĕмпе 250 çын ытла хутшăнчĕ. Çитĕннисен ушкăнĕнче уйрăмах 35 çула çитичченхи хĕрарăмсен активлăхне палăртмалла. 15-ĕн! пулчĕç вĕсем. Кунашкалли пулманччĕ-ха. Ку, паллах, округ администрацийĕн тата тĕп больницăн хĕрĕсем «Пĕрлĕхре — вăй» девиза мала хунипе çыхăннă-тăр. Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, больницăн профком председателĕ Наталия Борисова старта тухни — паха тĕслĕх. Сывлăх хуралçисем командăсен тупăшăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăнни те историре çырăнмалли пулăм. Çавăн пекех Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсен ертỹçисем — Лариса Ильинапа Ольга Тихонова та ырă сăмаха тивĕç. Кроса çулсерен хастар хутшăннă Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчен кăçал пĕр çын та хутшăнмарĕ…

Хаçат редакцийĕ ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Иван Падуев уйрăм предпринимателе, полици уйрăмĕн ĕçченĕсене, медиксене, тренерсемпе физкультура учителĕсене тав тăвать.

Мала тухнисем:

1 ушкăн. (2015 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем). 500 метр. 1.Мария Егорова (Çĕнĕ Пăва) — 1.45. 2.Александра Николаева (Патреккел) — 1.49.06. 3.Ульяна Садовникова (Кушкă) — 1.49.91. 1.Кирилл Миллин (Елчĕк) — 1.38. 2.Александр Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.40. 3.Ярослав Купташкин (Çĕнĕ Пăва) — 1.42.

2 ушкăн. (2012-2014 ç. çур. хĕр ачасем). 500 м. 1.Ульяна Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) — 1.29. 2.Ульяна Обручкова (Аслă Елчĕк) — 1.31. 3.Диана Орлова (Елчĕк) — 1.33. Арçын ачасем. 1000 м. 1.Михаил Миллин (Елчĕк) — 3.24. 2.Тимофей Солин (Çирĕклĕ Шăхаль) — 3.25. 3.Вадим Уркин (Елчĕк) — 3. 28.

3 ушкăн. (2010-2011 ç. çур. хĕр ачасем). 1000 м. Самира Сабитова (Лаш Таяпа) — 3.36. 2. Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк) — 3.47. 3.Анна Смирнова (Çирĕклĕ Шăхаль) — 3.55. Арçын ачасем. 2000 м. 1.Ярослав Тихонов (Кушкă) — 7.44. 2.Давид Сурков (Лаш Таяпа) — 7.54. 3.Артем Перепелкин (Çирĕклĕ Шăхаль) — 7.58.

4 ушкăн. (2008-2009 ç. çур. хĕрсем). 2000 м. 1. Изабелла Кудряшова (Елчĕк) — 9.48. 2.Татьяна Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) — 9.53. 3.Карина Кузьмина (Елчĕк) — 11.33. Яшсем. 3000 м. 1.Павел Чернов (Елчĕк) — 10.06. 2.Максим Прокопьев (Аслă Елчĕк) — 10.11. 3.Богдан Ершов (Елчĕк) — 10.35.

5 ушкăн. 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем. 1000 м. 1.Светлана Кожевникова (тĕп больница). 2.Татьяна Кульмакова (Аслă Таяпа территори пайĕ). 3.Анастасия Николаева (тĕп больница).

40 çула çитичченхи арçынсем. 2000 м. 1. Виктор Райков (Аслă Елчĕк). 2.Иван Головин (Кĕçĕн Таяпа). 3.Александр Мижеров (Лаш Таяпа).

6 ушкăн. 35-45 çула çитичченхи хĕрарăмсем. 500 м. 1.Анна Симакова (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ). 2.Светлана Усанова (округ администрацийĕ). 3.Анна Иванова (Курнавăш терр. пайĕ). 40-55 çула çитичченхи арçынсем. 1000 м. 1.Алексей Васильев (Елчĕк терр. пайĕ). 2.Александр Семенов (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ). 3.Алексей Тихонов (Тăрăм терр. пайĕ).

7 ушкăн. 45 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем. 500 м. 1.Лариса Гладкова (Курнавăш терр. пайĕ). 2.Надежда Головина. 3.Лариса Ильина (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ). 55 çулти тата унтан аслăрах арçынсем. 500 м. 1. Борис Головин (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ). 2.Валерий Медведев (Аслă Таяпа терр. пайĕ). 3.Владимир Николаев (округ администрацийĕ).

8 ушкăн. 55 çултан аслăрах хĕрарăмсем. 500 м. 1.Татьяна Васильева (Лаш Таяпа терр. пайĕ). 2.Римма Парферьева (Аслă Пăла Тимеш терр. пайĕ). 3.Валентина Николаева (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ).

65 çултан аслăрах арçынсем. 500 м. 1.Владимир Зиновьев. 2.Владимир Матвеев. 3.Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа терр. пайĕ).

Командăсем. Пĕрремĕш ушкăнра: 1.Елчĕк. 2.Çĕнĕ Пăва. 3.Патреккел. 4.Курнавăш. 5.Çирĕклĕ Шăхаль. 6.Аслă Елчĕк. 7.Лаш Таяпа. 8.Кушкă.

Иккĕмĕш ушкăнра: 1.Çирĕклĕ Шăхаль. 2.Елчĕк. 3.Патреккел. 4.Аслă Елчĕк. 5.Лаш Таяпа. 6.Çĕнĕ Пăва. 7.Курнавăш. 8.Кушкă.

Виççĕмĕш ушкăнра: 1. Аслă Елчĕк. 2.Елчĕк. 3.Çирĕклĕ Шăхаль. 4-5.Патреккел, Лаш Таяпа. 6.Кушкă. 7.Çĕнĕ Пăва. 8.Курнавăш.

Тăваттăмĕш ушкăнра: 1. Елчĕк. 2.Курнавăш. 3.Çĕнĕ Пăва. 4.Лаш Таяпа.

5-8 ушкăнсенче: 1. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕ. 2. Районти тĕп больница. 3.Елчĕк территори пайĕ. 4. Округ администрацийĕ. 5.Аслă Таяпа территори пайĕ. 6.Аслă Пăла Тимеш территори пайĕ. 7-8.Лаш Таяпа территори пайĕ, Курнавăш территори пайĕ. 9. Тăрăм территори пайĕ. 10.Аслă Елчĕк территори пайĕ. 11.Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Елена ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code