Апрелĕн 16-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçне йĕркеленĕренпе 65 çул çитнине анлăн паллă турĕç.
Уява халалласа çак кун тĕп лапамра пушарнăйсен ĕлĕкхи тата хальхи техникин куравĕ, культура çурчĕн фойинче тĕрлĕ çулта тунă сăн ỹкерчĕксенчен, ачасен ỹкерчĕкĕсемпе ал ĕçĕсенчен тата кĕнекесенчен хатĕрленĕ куравсем ĕçлерĕç.
Историрен çакă паллă. Елчĕк районĕнче пушар хуралне 1961 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Чаçĕн пĕрремĕш пуçлăхĕ Аркадий Георгиевич Киселев пулнă. Малтанхи коллектив 6 çынран тăнă. Тĕрлĕ çулсенче ертỹçĕ пулса Владимир Тимофеевич Петров, Владимир Егорович Мешков, Владимир Николаевич Беляев, Николай Александрович Лукин, Николай Николаевич Яковлев, Дмитрий Иванович Кучков, Анатолий Николаевич Кузнецов, Вячеслав Семенович Михайлов, Владимир Александрович Яковлев тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ертỹçĕ тилхепине Василий Николаевич Григорьев ăнăçлă тытса пырать.
— Паянхи кун чаçре 20 çын ĕçлет. Коллектив çамрăк та вăй питти сотрудниксемпе пуян. Кашнийĕ шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Ĕçченсем ятарлă программăпа килĕшỹллĕн тăтăшах вĕренỹ витĕр тухаççĕ, кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлỹлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем тытаççĕ. Унсăр пуçне кашни çулах темиçе тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕсем, тренировкăсем иртеççĕ пирĕн. Шăпах çак тĕрĕслевсем инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ, — палăртрĕ Василий Николаевич сотрудниксемпе ветерансене уяв ячĕпе саламланă май.
Пушар хурал ĕçченĕсене уяв ячĕпе округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пушар сỹнтерессине йĕркелекен уйрăмăн пуçлăхĕн çумĕ Роман Дронов, Чăваш Республикинчи «Пушара хирĕç кĕрешекен служба» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ Герман Михайлов тата ытти ведомствăсен пуçлăхĕсем саламланă. Чи тăрăшуллă сотрудниксем ертỹлĕхрен тĕрлĕ министерствăпа ведомствăн наградисене тивĕçнĕ.
Культура ĕçченĕсем тата Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсем уява хутшăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: пушар хурал чаçĕн хальхи коллективĕ.

