«Елчĕкри çамрăксен фончĕ» ушкăн округра физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чылай çул ĕнтĕ хăйĕн тỹпине хывать.
Асăннă коллективăн пултаруллă яшĕсем хальхинче ФОКра Юрий Иванова халалласа мини футбол енĕпе çулсеренхи уçă турнира йĕркеленĕ. Командăсене те, уйрăм футболистсене те вĕсем хаклă призсемпе хавхалантарнă. Ултă командăран финалта хăнасем — «Патăрьел» тата «Теччĕ» командăсем тĕл пулнă. Çивĕч тĕл пулу никам çĕнтерейменнипе (1:1) вĕçленнĕ. Матч хыççăнхи пенальтие тапассинче вара Тутарстан çамрăкĕсене ăннă: вĕсем — пĕрремĕш. Виççĕмĕш вырăна Лаш Таяпасем йышăннă.

