Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен тата Китай – пĕрлехи ĕçшĕн

Чăваш Ен тата Китай – пĕрлехи ĕçшĕн

Май уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче Шупашкарта Китай Халăх Республикин тата Федерацин Атăл çи округне кĕрекен регионсен делегацийĕсем хутшăннипе анлă лару ирттерме палăртнă.

Вĕсем кунта суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ проектсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма пухăнаççĕ. Тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕни те куç умĕнче. 2018 çулта февраль уйăхĕнче Пăрачкав районĕнче 10 пин ытла ĕне выльăх вырнаçмалли тата юр-вар хатĕрлекен комплекссем тума палăртнă. Проекта пурнăçлама «Сычуань Рейлвей Инвестмент» корпораци 10 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывать. Районта выльăх апачĕ туса илме 20 пин гектар çĕре сухаласа акма палăртнă.

«Сычуань – Чăваш Ен» агропромышленноçăн суту-илÿ компанийĕ» общество проектăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code