Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 6)

Пурте хутшăнман

Асăннă спорт учрежденийĕнчех хĕрарăмсем волейболла выляссипе ăмăртнă. Ултă командăран пĕтĕм тĕл пулăва 2:0 шутпа вĕçлесе Елчĕк территори пайĕн спортсменĕсем кубока çĕнсе илнĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Елчĕксем. Мария Воронова (Таяпа Энтри), Наталия Галкина (Елчĕк), Лиана Чернова (Аслă Елчĕк) тĕрлĕ номинацире палăрса кубоксене тивĕçнĕ.Чемпионата Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш тата

Подробнее

Пенсионерсем тупăшнă

Елчĕкри "Улăп" ФОКра округри пенсионерсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Территори пайĕсен командисем, Аслă Таяпасемсĕр пуçне, дартс вăййинче тата ГТО комплексĕн 4 тĕсĕнче тупăшнă. Уйрăм зачетра Римма Парферьевăпа (Аслă Пăла Тимеш) Александр Полиевтов (Анатри Тимеш) абсолютлă çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

Подробнее

Спортăн виçĕ тĕсĕнче

Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен ăмăртăвне йĕркеленĕ. Дартс вăййинче Курнавăшри Светлана Красновăпа Тăрăмри Анатолий Трофимов, шашка турнирĕнче Хăвăлçырмари Алина Ивановăпа Елчĕкри Петр Кузнецов, джакколо тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари Елена Кошкинăпа Аслă Пăла Тимешĕнчи Александр Портнов мала тухнă.

Подробнее

Спорт ăмăртăвĕсенче

ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Шупашкарта пирĕн ентеше, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Виталий Петрович Маркова асăнса черетлĕ ăмăрту иртнĕ. Елчĕксем унта ăнăçлă кĕрешнĕ. Раççей спорт мастерĕсем - Полина Андреевăпа Любовь Мышова тата шанăç паракан Антон Айметовпа Игорь Абрамов 1-мĕш вырăна тухнă. Вунпĕрĕн призерсен йышне кĕни те аван кăтарту. ПАНКРАТИОН. Йошкар-Ола хулинче иртнĕ Атăлçи

Подробнее

Тутарстанран — ăнăçупа

Пăва хулинче ТР тава тивĕçлĕ тренерне С.А.Нафикова асăнса йĕлтĕрçĕсен районти черетлĕ ăмăртăвне ирттернĕ. Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем - Александр Головин (1-мĕш вырăн), Давид Головин, Софья Афанасьева (2-мĕш), Ульяна Обручкова (3-мĕш) унтан пурте медальсемпе таврăннă. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсем çитĕнỹсемпе лăпланса ларман, Шăмăршă округĕн 45-мĕш хĕллехи олимп вăййисенче каллех старта тухнă. Ултă округ

Подробнее

Раççей ăмăртăвне хутшăнĕç

Çак чыса пирĕн округри атлетсем республикăра иртнĕ мас-рестлинг ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче Александр Багадеров (Тăрăм) 1-мĕш, Софья Жукова (Тĕмер), Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) - 2-мĕш, Андрей Вишнев (Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă, халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Светлана Окружнова чемпионка та апрелĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта

Подробнее

Триатлонта ăмăртнă

Елчĕкри стадион-площадкăра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, йĕлтĕрпе чупассипе тата хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидатне Николай Филиппович Адюкова асăнса округри триатлонистсен 2-мĕш турнирне ирттернĕ. Хĕр ачасем йĕлтĕрпе 2 çухрăма чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе ăмăртнă пулсан, арçын ачасен дистанцийĕ 3 километрпа танлашнă, унсăр пуçне турник çинче туртăннă. Икĕ ушкăнĕ те

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

РЕГБОЛ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Чăваш Ен" тата "Елчĕк" командисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Пухăннисене малтанах округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регбол спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕ Роман Алексеев тата ыттисем саламларĕç. Регионти регболистсен пĕрлештернĕ команди пĕлтĕр Раççейре чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Вăл йышра пирĕн тăрăхри çамрăксем те сахаллăн мар.

Подробнее

«Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…»

Пĕлтĕр "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупăва çумăр çуса тăнипе каярахри вăхăта куçарнăччĕ. Иртнĕ канмалли кунсене те синоптиксем çавнашкал çанталăк пуласса шантарнăччĕ - тỹрре тухмарĕ. Кăнтăр енчен вĕрсе тăнă çил вара йĕлтĕрçĕсене чăрмав кỹмерĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ умне пуçтарăнакансене Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем чылай маларах хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, хусканусем тума

Подробнее

Кубоксем — Елчĕксенче

Канашри "Локомотив" спорт комплексĕнче иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Ен Кубокĕнчен ентешсем тỹрех икĕ çĕнтерỹпе таврăннă. Сумлă ăмăртăва ултă округран 90 яхăн атлет хутшăннă. Эстафета кĕрешĕвĕнче Елчĕксем (Артем Шкапов, Анатолий Узюкин, Алексей Петухов, Александр Константинов) пурне те кая хăварса куçса çỹрекен Кубок хуçисем пулса тăнă. Уйрăм спортсменсен кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ те çак

Подробнее