Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Триатлонта ăмăртнă

Триатлонта ăмăртнă

Елчĕкри стадион-площадкăра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, йĕлтĕрпе чупассипе тата хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидатне Николай Филиппович Адюкова асăнса округри триатлонистсен 2-мĕш турнирне ирттернĕ.

Хĕр ачасем йĕлтĕрпе 2 çухрăма чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе ăмăртнă пулсан, арçын ачасен дистанцийĕ 3 километрпа танлашнă, унсăр пуçне турник çинче туртăннă. Икĕ ушкăнĕ те пневматикăлла винтовкăсенчен персе те очкосен шутне ỹстернĕ.

Ултă ỹсĕмре çĕнтерỹçĕсен йышне Валерия Ловкинăпа Тимофей Солин (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ), Софья Афанасьевăпа (Аслă Елчĕк) Изабелла Кудряшова (Елчĕк), Артур Карсаковпа (Патреккел) Максим Прокопьев (Елчĕк) кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code