Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕх пирки манар мар

Тимлĕх пирки манар мар

2026 çулта, паянхи кун тĕлне, округра виçĕ пушар регистрациленĕ, пĕр çын вилнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 2 пушар пулнă.

Икĕ тĕслĕхĕнче инкек электрооборудовани юсавсăр, пĕри вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе çыхăннă. Иртнĕ çул та малтанхи пулăм шар кăтартнă.

Кил-çуртра пушар тухни ытларах хуçисен тимсĕрлĕхĕнчен килет. Çỹлерех асăннă тĕслĕхсем тата кăмакапа, электричествăпа ăшăтмалли приборпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Сварщик ĕçлекен вырăнта бензин е краççын тытма юрамасть. Эрех ĕçнĕ хыççăн пирус туртнă май асăрханусăр пулни те «хĕрлĕ автана» çул пани. Ялсенчи пушă çуртсенчен хăрушлăх сиксе тухасси те пысăк, вĕсене электричествăпа тивĕçтерессине пăрахăçламалла.

Енчен те çуртсенчен е тĕрлĕ объектран тĕтĕм е вут хыпса илнине асăрхасан çийĕнчех пушар хуралне 01 е 101 (кĕсье телефонĕпе) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле, унта çынсем пуррине сиссен вĕсене çăлма тăрăшмалла, май пур таран пушара сỹнтерме тытăнмалла.

Граждансем! Вут-кăвар тухасран сыхланмалли çинчен пĕр самант та ан манăр, электричество тата газ оборудованийĕсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пулăр.

Сергей САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн
начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code