Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курнавăш пики — çарта

Курнавăш пики — çарта

Çар ĕçне этемлĕхĕн черчен çурри суйласа илни час-часах тĕл пулакан пулăм мар. Салтак тумĕллĕ çирĕп кăмăллă та хăюллă, пултаруллă хĕрсене курсан мана яланах мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илет. Тăван çĕршыва йĕкĕтсем анчах мар, хĕрсем те сыхлама хатĕр пулнăран пирĕн çĕршывăмăр вăйлă та тĕреклĕ.

Çакăн евĕр харсăр пикесенчен пĕри — Курнавăшра çуралса ỹснĕ Полина Смирнова. Шкул хыççăн Рязаньти В.Ф.Маргелов çар генералĕ ячĕллĕ сывлăш-десанчĕн аслă команда çар училищине вĕренме кайнă хĕр.

— Полинăна илсе çитертĕмĕр унта. Çар училищинче йĕркесем çирĕп пулни каламасăрах паллă. Пире шала кĕртмерĕç. Салтак тумĕллĕ çамрăксем тухрĕç те хĕрĕмĕрĕн сумкисене илсе кĕрсе те кайрĕç. Полинăна та кĕме хушрĕç. Карас телефонĕсене пуçтарса илнĕрен унпа чылай кун вăрах вăхăт калаçаймарăмăр. «Анне, эпĕ вĕренме кĕме пултартăм», — хаваслăн пĕлтерчĕ вăл кăштах вăхăт иртсен вăрттăн тупма пултарнă телефон урлă», — çапларах аса илет амăшĕ Наталья Валентиновна хĕрĕ мĕнлерех вĕренме кĕни пирки.

Маларах вара, паллах, çирĕп медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Ỹт-пỹ, ăс-тăн çирĕплĕхне тĕрĕслесси те малти вырăнта. Конкурс та питĕ пысăк пулнă — 1 вырăна 40 çын! Вĕсен хушшинче медалистсем, Раççей Федерацийĕн Паттăрĕсен хĕрĕсем… Кашниех тивĕçлĕ. Анчах та вĕçне чи тỹсĕмлисемпе чи пултаруллисем çитеççĕ.

Сăмах май, Смирновсем 4 ача çитĕнтереççĕ. Асли Анна Санкт-Петрбургра вĕренсе дизайнер профессине илнĕ. Шкулта «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă вăл, пултарулăхне тата пуçарулăхне кура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кĕме пултарнă. Иван 9-мĕш класа куçнă. Александра кăçал 1-мĕш класа кайма хатĕрленет.

Полина — çемьери иккĕмĕш ача. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе, физкультурăпа спорта кăмăлласа ỹснĕскер ырă та пархатарлă ĕмĕтне пурнăçлани ашшĕ-амăшне савăнтарнă. Хĕрĕн характерне кура ăна çар вĕренĕвне суйласа илме хăйсемех сĕннĕ вĕсем. Полина вара çак шухăша ырласа йышăнса шалти ĕмĕтне кунсеренех аталантарса пынă. Шкул çулĕсенченех хĕрача ашшĕпе Альберт Анатольевичпа пĕрле техника çумне çыпăçнă, ăна çỹреттерме е юсама хастар хутшăннă. Çитĕнсе пынă май хăйсен çĕрĕ çинчи тата тăван хуçалăхри тĕрлĕ ĕç-хĕле пурнăçлама хутшăннă, тырă вырнă вăхăтра комбайн çинче ашшĕпе пĕрле унăн пулăшуçинче тăрăшнă. Спорта кăмăллакан хĕр ачана ялти шкулта физкультура вĕрентекен Анатолий Константинов та тỹрех асăрханă, çуран чупма кăмăллаканскере ăмăртусене хутшăнтарнă. Смирновсем халăхран сĕт пуçтарассипе те тимлеççĕ. Аслисене кура çак ĕç çумне кĕçĕннисем те хутшăннă. Чылай çул ир-ирех тăрса автомашина кузовĕ çинчен тулли витресене йăта-йăта илни хĕре хăйне евĕр пиçĕхтернĕ — кире пуканĕ йăтма кăмăллани, ку енĕпе çитĕнỹсемпе палăрни те çакăнпа çыхăннă пуль. Вăл Николай Молоствов тренер патĕнче ăсталăхне туптанă, ăмăртусене хастар хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Хăйне çирĕп ăс-тăн тата тивĕçлĕ воспитани панă ытти мĕн пур вĕрентекенех пысăк тав сăмахĕ калать Полина Смирнова.

— Район хĕрĕсем татах та пур-и сирĕн училищере? — ыйтатăп Полинăран.

— Çук. Чăваш Енрен те пĕччен хĕр эпĕ кунта. Шăпа пире Краснодар, Хабаровск хулисенчи, Крымри, Амур облаçĕнчи хĕрсемпе туслаштарчĕ, — хуравлать вăл.

Сывлăш-десант çарĕнче хĕрсем те çирĕп тĕрĕсленеççĕ. Никама та «эсĕ хĕр-ха ĕнтĕ» тесе тăмаççĕ, кашнийĕн палăртнă норматива тултармалла. Парашютпа сикесси те хăратмасть, Урал автомашинăна та çăмăллăн пăхăнтарать вăл. Пĕринче пикесене 1 кунлăха вăрмана кайса янă, çумĕнче шăрпăк анчах хăварнă. Çакăн евĕр экзамен пулас салтаксемшĕн. Курсантсене 2-мĕш курсран контаркт служби çине куçараççĕ. Маларах хĕрсем казармăсенчи пỹлĕмсенче 4-5-шерĕн пурăннă, халĕ 3-мĕш курсра — 2-шерĕн. Контракт мелне суйланăскерсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеççĕ. Унсăр пуçне кунне 3 хут тỹлевсĕр апатлантараççĕ, çулсерен 30 кун таран (хĕлле тата çулла 15-шер куна) отпуска яраççĕ. Вĕренĕве ăнăçлă вĕçлеме, ырă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма Полинăна ăнăçу сунас килет.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code