Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сỹнмĕ унăн çăлтăрĕ

Сỹнмĕ унăн çăлтăрĕ

Ульяновск хулинче Кутузов орденлă 31-мĕш гварди сывлăш-десанчĕн бригадине халалланă музей пур. Тĕпрен илсен вăл, ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕнчех Киевпа юнашарти Гостомель аэропортне атакăлама хутшăннă легендарлă подразделенин салтакĕсемпе офицерĕсем çинчен.

2024 çулхи сентябрь уйăхĕнче уçăлнă музейра Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ, Паттăрлăх орденĕн икĕ хут кавалерне Александр Малов гвардин аслă сержантне уйăрнă кĕтес те пур. Сăн ỹкерчĕкĕсем, документсем, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медаль, вăл усă курнă раци упранаççĕ унта. Уйрăм вырăнта — унăн орден-медальсемлĕ çар тумĕ. Гульнара Расимовна, Сашăн мăшăрĕ, ăна шкул ачисемпе паттăрлăх урокĕ е экскурси ирттерме хутшăннă чухне тăхăнать…

Хальччен хĕсметре опыт пухнă Ульяновскри 200 десантника Белоруссири Гомель облаçне илсе çитернĕ. Темиçе кун çирĕп йĕркепе хатĕрленĕ хыççăн вĕсене вертолетсемпе Украинăн Гостомель аэропортне антарнă. «Вырăс спецназĕн спартанецĕсем» (каярах çапла каланă.-ред.) унта тỹрех çапăçăва кĕнĕ.

Аслă Елчĕкри Александр Маловпа пĕрле Тăрăмри Алексей Егоров та, Курнавăшри Петр Смирновпа Иван Юхмин та хăрушă лару-тăруран сывă тухма пултарнă. Паллах, асăннă территорири çапăçу пирки историксем вăхăт çитсен хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕç-ха.

…Музейра çав виçĕ талăкри тан мар хĕç-пăшаллă тĕл пулура, «спартанецсенчен» каярахпа ытти çапăçура пуç хунисен сăн ỹкерчĕкĕсене те вырнаçтарнă. Пирĕн ентеш те, 2023 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Донецк Халăх Республикин Кременная хулинче çар заданине пурнăçланă чухне вилмеллех аманнăскер, вĕсен хушшинче. Взвод командирĕн заместительне, хăйне пăхăнса тăракансене пĕлсе ертсе пынăшăн тата хăюлăх кăтартнăшăн, иккĕмĕш Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Пĕрремĕшне вăл 2022 çул вĕçĕнче тивĕçнĕ пулнă. Çула май медалĕсене те палăртса хăварар: II, I степень «Çарти паттăрлăхшăн», «Сирири çар операцине хутшăнакана», «Крыма тавăрнăшăн», «Çар парадне хутшăннăшăн», «Çар службинче палăрнăшăн», «Çарсен «Восток-2018″ маневрĕсене хутшăннăшăн».

…Александр шкулта вĕреннĕ çулсенчех кăтартуллă, çирĕп тĕллевлĕ пулнипе палăрса тăнă. Унăн хăйне нумай енĕпе тĕрĕслесе пăхас туртăм вăйлă аталаннă. Футбол, баскетбол вăййисене килĕштернĕ, кăмăлпа вăй-хал çирĕплĕхне уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешессинче тĕрĕсленĕ. Ку тĕлĕшпе çĕнтерỹçĕн дипломĕсене районта çеç мар, регион шайĕнче те тивĕçнĕ вăл.

Амăшĕ, Евгения Васильевна, пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕренỹпе воспитани парассипе çыхăнтарнăскер, ашшĕ, Вячеслав Петрович, «Нива» вĕренỹ центрĕн преподавателĕнче тимленĕскер, ачара тĕрĕслĕхе, ĕçлĕхе аталантарма тăрăшнă. Пулас паттăр çапла çитĕннĕ те. Саша чĕр чунсенчен ытларах лашасене юратнă, 2-мĕш класра чухнех юланутпа çỹреме пултарни çакăн пĕтĕмлетĕвĕ мар-и? Кроликсем çитĕнтерессинче те хăйне кура маçтăр — питĕ юратса пăхнă вĕсене. Чылай çынра пулла çỹрес туртăм çулсем иртнĕ майăн кăна çуралать пулсан, Саша вара мĕн пĕчĕкрен «чирленĕ» çак киленĕçпе. Тĕпсĕр кỹлĕри тата Кĕçĕн Пăлари ăнăçуллă пулă вырăнĕсене питĕ лайăх пĕлнĕ вăл.

Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухни те унăн ăнтăлăвĕн пурнăçа кĕнĕ ĕмĕчĕ. Диплома алла илнĕ хыççăнах каччăн çара кайма ят тухать: вăл — Омск хулинчи кĕçĕн командирсем хатĕрлекен 242-мĕш вĕренỹ центрĕн курсанчĕ. Хăйĕн малаллахи пурнăçне çĕршыва хỹтĕлессинче кăна курнă пулинех, Ульяновскри элита соединенийĕ унăн иккĕмĕш килĕ пулса тăрать. Çапла 18 çула яхăн десантникăн кăвак беретне мăнаçлăн тăхăнса çỹренĕ. Хĕрỹ служба тапхăрĕ туслăха, пĕр-пĕрне пулăшаслăха тата вăйлă хаклама вĕрентнĕ. Çар опытне çамрăк салтаксене панă. Саша 120 ытла хутчен парашютпа сикнĕ. «Хăйне кура чун уççи», — тенĕ вăл.

Александрăн хăйĕн те камсенчен тĕслĕх илмелли пулнă çав. Мăн аслашшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнăскер, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Ашшĕ Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче çичĕ çул хĕсметре тăни те тĕслĕх. Унăн ятне Мухтав аллейине кĕртнĕ.

Александр Малов мухтавлă бригада йышĕнче Сирири (2013, 2019-2020), Кăркăсстанри (2010, 2015), Казахстанри (2011, 2020), Крымри хĕрỹ точкăсене тата мир кỹрекен миссисене, Екатеринбург хулинче Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хутшăннă. Кĕçĕн командир «Восток-2018», «Центр-2019», «Кавказ-2020» командăпа штаб вĕренĕвĕсенче хастарлăхпа палăрнă. 2020-2021 çулсенче Красноярск тăрăхĕнчи Ергак тăвĕ çинче ятарлă хатĕрленỹ курсне вĕçлени те хăюлăх.

Яланах 38 çулта юлакан çĕршыв хỹтĕлевçине тăван ялĕнче те, округра та манмаççĕ. 2023 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче вăл пĕлỹ илнĕ шкулта ăна асăнса Герой парттине, августăн 2-мĕшĕнче ялти тĕп лапамра палăк уçнă. Ун ячĕпе округри шкул ачисем хушшинче стритболистсен ăмăртăвне çулсерен йĕркелени те паттăрăн çăлтăрĕ сỹнменнине пĕлтерет.

Николай МАЛЫШКИН.

Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code