Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос çыннин мĕн пĕлмелле?

Христос çыннин мĕн пĕлмелле?

Ĕненекенсемпе ытти çынсем ыйтнисене ăнлантарса каланисем.

Ирхине, чиркĕве каяс умĕн, апат çиме юрать-и?

Юрамасть. Сывлăх енчен пит хавшаса çитнĕ этем кăна, Турăран хăраса, кăштах çиме пултарать.

Чиркĕве хутаçсемпе кĕме юрать-и?

Хутаçа урăх çĕре хурса хăварма çук чухне кĕме юрать, анчах та Туррăн таса Ỹчĕпе Юнне ăша илнĕ чух вĕсене пĕр-пĕр кĕтессе лартса хăвармалла, мĕншĕн тесессĕн Турă Юнне ăша илекенĕн, аллисене кăкăр çинче хĕреслетсе, Турă Юнне сыпма çĕр çинчи япаласем çинчен шухăшламасăр, пымалла.

Чиркĕве кĕрес умĕн миçе хутчен пуç таймалла? Харпăр хăйне чиркỹре епле тытмалла?

Чиркĕве кĕрес умĕн, кашнинченех сăхсăхса илсе, виçĕ хутчен пуç таймалла. Кĕрсенех, Çăлаканăн турăшĕ çине пăхса, сăхсăх та пуçна тай, вара: «Эй Турă, хĕрхен мана, çылăхлăскере», — тесе кĕлту. Иккĕмĕш хут сăхсăхса пуçна тайнă чух: «Эй Турă, çылăхăмсене тасатса каçар мана», — тесе йăлăн. Виççĕмĕш хут пуç тайсассăн: «Эй Турă, шучĕ çук çылăха кĕтĕм, çăлсам мана», — тесе тархасла.

Шалалла иртсессĕн те, кĕрес умĕнхи пекех, сăхсăхса пуçна тай, кĕлле пынă çынсене хăв ăшунта: «Эй çывăх çыннăмăрсем, каçарăр мана», тесе кала. Хăвшăн меллĕ вырăн тупса вырăн йышăн, тĕрткелешмесĕр, ытти çынсен сăмахĕсене хăлхана чикмесĕр тăр, вулакансемпе юрлакансене итле. Пăркаланса, ун-кун пăхкаласа ан тăр. Çакна асту: чиркỹ вăл театр та, музей те мар, çавăнпа унта урайнелле пăхса, айăплă çын пек, пуçа усса тăмалла. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесессĕн Çỹлти Аттемĕр умĕнче эпир пурте айăплă.

«Христос çыннин мĕн пĕлмелле?» кĕнекерен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code