Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хумалла»

«Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хумалла»

сăмахсен пĕлтерĕшĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тĕрлĕ тытăмри ертỹçĕсемпе ирттернĕ канашлура тĕп вырăнта пулчĕ.

Февралĕн 10-11-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне паллă турĕ. Çавна май районта та спорт мероприятийĕсем чылай иртрĕç.

Тĕп уяв — «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2018» массăллă чупу çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Массăллă чупăва районта пĕтĕмпе 2 пин çын ытла хутшăннă. Кăмăл-туйăм уççипе старта тухнисем район центрĕнче уйрăмах йышлă пулнă. Чаплă йĕлтĕр çулĕ, йĕркелỹ, илемлетỹ — йăлтах тивĕçлĕ шайра! Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче мала тухнă йĕлтĕрçĕсене пылак çимĕçсемпе хавхалантарма май тупнă. Тăрăмсем вара чупăва вырăнти ертỹçĕсемпе тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем активлă хутшăннипе палăрнă. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче асăннă мероприятие шкул ачисен йышĕпе «саплаштарма» пăхни курăнать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хĕллехи чи пĕлтерĕшлĕ спорт уявне пĕтĕмлетнĕ май пай ертỹçисене хушу пачĕ: çитес вырсарникун район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсен-тĕп чупăва хутшăнманнисен ăмăртăвĕ иртет.

Февралĕн 11-мĕшĕнче А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Сывлăх» ушкăн чăмăртаннăранпа вунă çул çитнине халалласа пĕчĕк спартакиада йĕркеленĕ. Шел пулин те, унта пурĕ те пилĕк команда кăна хутшăнма кăмăл тунă.

— Услови çителĕклех. Пуррипе усă курмалла, — кăмăлсăрлăхне пытармарĕ Николай Петрович. — Сывă пурнăç йĕркине кашнинех явăçтармалла. «Сывлăх» ушкăн çĕр çынран та ирттĕр.

Çав кунах Тỹскелти нумай функциллĕ культура центрĕнче Ю.Чернов афганеца асăнса спорт кунĕ çỹллĕ шайра иртнĕ.

Канашлура Елчĕкри нумай функциллĕ центр ертỹçи Людмила Викторова хăй ертсе пыракан организацин 2017 çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарнă. Кунта çынсене 5 чỹрече мелĕпе йышăнаççĕ. 2017 çулта пулăшу шайĕ 130 процентпа танлашнă, ку вăл 2016 çулхипе танлаштарсан 11 процент нумайрах. Паян ытларах куçман пурлăха регистрацилес, паспортсене тата водитель удостоверенийĕсене улăштарас, ача пособийĕ тỹлес, сахал тупăшлă çемьесене шута илес ыйтусем тĕп вырăнта. Сăмах май, иртнĕ сакăр уйăхра водитель докуменчĕсене 80 çын çĕнетнĕ, 400 çынна паспорт панă.

Хальхи вăхăтра кулленхи пурнăç тăнăçлăхне хавшатакан пулăм — преступлени тăвасси ỹсни. ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Никонов каланă тăрăх, иртнĕ çулта районта 94 айăплă ĕç тунă пулсан, 2016 çулта — 92. Йывăр преступлени тăвасси уйрăмах ỹснĕ: 11 (5). Çавăн пекех ют пурлăха вăрлани те сисчĕвлентерме кирлĕ — 26(21). Çул-йĕр правилисене пăхăнман тĕслĕхсем çине-çинех. Пĕлтĕр унашкал тĕслĕхсем 22 çитнĕ (12).

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушар хăрушлăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. Ку тĕлĕшпе те лăпланмалли çукрах: 2017 çулта районта 15 (14) пушар тухнă. Инкексен тĕп сăлтавĕ — çынсем вут-кăварпа асăрханусăр пулни, электрохатĕрсем, кăмакасем, тĕтĕм çулĕсем юсавсăрри. Иртнĕ çул «хĕрлĕ автан» Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче ытларах алхаснă. Çав вăхăтрах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр пушар та тухман.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çавна палăртрĕ: обществăри киревсĕрлĕхе, пушара хирĕç пурин те пĕрле яваплăха туйса кĕрешмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code