Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕнче республика Акатуйĕ иртнĕ.
Унăн тĕп илемĕ, паллах, чăваш наци «Кĕрешỹ» спорчĕ. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕксем 1-мĕш вырăна тухса кубока тивĕçсе пĕлтĕрхи çитĕнĕве çирĕплетнĕ, Патăрьелсемпе Шупашкарсем — призерсем. Уйрăм атлетсенчен унта Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (60 килограма çитичченхи виçере), Евгений Абрамов (100 кг) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вĕсен ялĕн тепĕр каччи Павел Федоров — 4-мĕш. Елчĕк Акатуйĕн паттăрĕ, Таяпа Энтринчи Иван Столбов (90 кг) хăйĕн виçинче 2-мĕш вырăн йышăннă пулсан, абсолютлă категорире вара тĕп приза — чĕрĕ такана вĕçертмен.

