Елчĕк район прокуратури регионти прокуратура ветеранĕсен организацийĕпе тачă çыхăну тытать.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, пирĕн патăмăрта Николай Муллин пулчĕ. Вăл 2004-2010 çулсенче район прокуратурине ертсе пынă.
Николай Анатольевич хальхи коллективпа тĕл пулма кăмăллă пулнине палăртрĕ, хăй кунта тăрăшнă тапхăра аса илнĕ май, ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Прокуратурăн 2000-мĕш çул пуçламăшĕнчи ĕç-хĕлне, служба тивĕçĕсене пурнăçлассинчи, коррупцие хирĕç кĕрешессинчи темăсене те тишкертĕмĕр. Ветеран çамрăк специалиста сĕнỹ-канаш пани те питĕ вырăнлă пулчĕ.
Çав кунах Александр Кудряшов прокурорпа Николай Муллин граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
А.КУДРЯШОВ,
Елчĕк районĕн прокурорĕ, юстици советникĕ.

