Чăваш Ен Правительствин паянхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — пилотсăр вĕçекен аппаратсем аркатнă çуртсене юсаса йĕркене кĕртесси, кашни çурта çынсене пурăнма юрăхлă тăвасси. Паянхи кун тĕлне Иван Яковлев проспектĕнчи çурта юсаса пĕтернĕ, çавăн пекех Строительсен урамĕнчине те йĕркене кĕртнĕ. Ленин Комсомолĕн урамĕнчи çуртри 3-мĕш подъездра пурăнакансем те хваттерĕсене таврăннă. Тăваттăмĕш подъезда — унта шăпах пилотсăр вĕçекен аппарат лекнĕ — тĕплĕ тĕрĕсленĕ, стенасене çирĕплетнĕ. Унти ĕçсем вĕçленмен-ха. Çавăн пекех электричество, газ, шыв тытăмĕсене, лифтсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем йĕркеллĕ, çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ.
Çакна палăртмалла: инкексенче пĕтĕмпе 60-а яхăн çурт сиенленнĕ.

