Шупашкарта профессиллĕ мар хоккей лигин «Стажер» дивизионĕн чемпионачĕ вĕçленнĕ.

Сакăр команда йышĕнче Юрий Рахмуллин обществăлла тренер ертсе пыракан «Яманчỹрел» команда 3-мĕш вырăнпа палăрнă. Хоккеистсенчен Станислав Васильев, Дмитрий Ермолаев, Данил Рахмуллин, Николай Васильев (Яманчỹрел), Станислав Мисяков, Алексей Вастулов (Аслă Елчĕк), Павел Доброхотов (Патреккел) чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

