Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 2)

18 атлетран — 3-мĕш

Шупашкарта иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Енри ăмăртăвĕнче Сергей Александров тренер вĕренекенĕ палăрнă. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекен Тимофей Антоновпа пĕрле 55 килограмлă виçере 18 спортсмен кĕрешнĕ. Вĕсен хушшинче олимп резервĕсен спорт шкулĕнче ăсталăха ỹстерекенсем те пур. Ентеш çивĕч тĕл пулусенчен ăнăçлă тухса бронза медальлĕ пулма пултарнă. Нумаях пулмасть çамрăк атлет Пĕтĕм Раççейри

Подробнее

Тренер ячĕпе

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Николаевич Самсонова асăнса кроссменсен 16-мĕш уçă ăмăртăвне ирттернĕ. Елчĕксемпе пĕрле старта Каçалсем, Патăрьелсем, Шăмăршăсем - пурĕ 210 атлет - тухнă. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Анисимов, РФ тата ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнчи 171-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Арсений КУЛЬМАКОВПА Тимофей АНТОНОВ тата Богдан КАЗНАЧЕЕВПА Артур ТИМАГИН (тренерĕсем - С.В.Александров, М.Н.Немцева) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен наци спорт кĕрешĕвĕн вăййисенче çĕнтерỹçĕсен тата призерсен йышне кĕнĕ.

Подробнее

Паллăсене тивĕçнĕ

Педагог ачасене пĕлỹ парассипе кăна çырлахмасть. Вăл наука конференцийĕсене, тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнса хăй те аталанать. Ĕçри ăнăçу сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнинчен те килет. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ тата Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчи 23 вĕрентекен иртнĕ çул ГТО тесчĕсене пурнăçланă. Çак кунсенче вĕсем савăнăçлă саманта кĕтсе илнĕ: хастарсене пĕтĕм

Подробнее

Аякран — медальсемпе

Анапа хули çывăхĕнчи Витязево поселокĕнче 15-17 çулсенчи арçын ачасен Пĕтĕм Раççейри кĕрешỹ турнирĕ иртнĕ. Çичĕ регионтан Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 13 наградăпа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Призерсем - Дагестан тата Краснодар крайĕн командисем. Аякри ăмăртура пирĕн ентешсем палăрнине те пĕлтерме кăмăллă: хăйсен виçисенче Аслă Таяпари Арсений Кульмаковпа Элекçей Тимешĕнчи Тимофей Антонов

Подробнее

Педагогсем те хастар

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул округра спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса тăрать. ГТО та тахçанах хисепре кунта. Тестсене пурнăçлассинче ачасем кăна мар, вĕрентекенсем те хастар. Иртнĕ кунсенче, акă, тăхăр педагога ГТОн тĕрлĕ паллипе чысланă. Вĕсен йышĕнче шкул директорĕ Анфиса Ефимова та пур. Çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулĕнче тата "Солнышко" ача садĕнче ĕçлекенсем

Подробнее

Паттăрсене асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра СВО паттăрĕсен - Сергей Миллинпа Степан Демьянов офицерсен ячĕпе шкул ачисем хушшинче мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Футболистсемпе куракансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламланă, ăнăçу суннă, çакăн пек спорт вăййисем патриотла воспитани парассинче тĕп вырăн йышăннине палăртнă. Тĕл пулусен итогĕпе командăсем турнир таблицине çапла

Подробнее

Пĕрлĕх кубокĕнче

Лаш Таяпасем футбол вăййине питĕ юратаççĕ. Вĕсем округри, ун тулашĕнчи турнирсенче тăтăшах палăрнисĕр пуçне, вырăнта та асăннă спорт тĕсне анлă çул панă. Иртнĕ эрнере Пĕрлĕх кубокĕшĕн мини-футбол турнирĕнче тăватă команда кĕрешнĕ. Малти икĕ вырăна кил хуçисем çĕнсе илнĕ, 3-мĕш позицире - Аслă Елчĕксем. Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшел ялĕн спортсменĕсен 4-мĕш вырăнпа

Подробнее

Ăнăçлă старт

Патăрьелте кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енĕн нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне Ф.П.Моисеева асăнса уçă турнир йĕркеленĕ. Ульяновск, Чулхула, Самар облаçĕсен, Мари Эл, Тутарстан, Мордови республикисен тата ултă хулапа округ спортсменĕсен хушшинче пирĕн ентешсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Наталия Мартынова (Елчĕк), Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), Андрей Афанасьев, Дмитрий Енедеров (Тăрăм) ылтăн медальсене çĕнсе

Подробнее

Елчĕксем спортра харсăр

Елчĕк округĕн команди Августăн 7-мĕшĕнче Комсомольски округĕнче иртнĕ республикăри XIV çуллахи ял спорчĕн вăййисене хутшăннă. Икĕ лаптăкра - "Кĕтне" спорт шкулĕнче тата "Çĕрулмине Мухтав" агрофирма никĕсĕ çинче - иртнĕ ăмăрту пĕтĕм республикăран 450 чи вăйлă аграри ĕçченĕсене, спортсменсемпе физкультурниксене пухнă. Полиатлон, çăмăл атлетика, мини-футбол турнирĕ, спорт çемйисен тупăшăвĕ тата канат

Подробнее