
Округри аслă ăру представителĕсем ГТО нормативĕсене панă. Старта хальхинче Елчĕкри Людмила Анисимова тата Елена Петрова ертсе пыракан инвалидсен пĕрлĕхĕн тата ветерансен вырăнти канашĕн членĕсем тухнă. Спорт уявĕ Елчĕк ялĕнчи культурăпа кану паркĕнчи площадкăра иртнĕ. Аслă ỹсĕмрисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма Раççей Федерацийĕн «Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йышăннă «Хастар та вăрăм пурнăç» программа пулăшать.

