Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елизавета – стипендиат

Елизавета – стипендиат

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ талантлă ачасене хавхалантарса çулсеренех ятран паракан стипендипе тивĕçтерет.

Кăçал çакăн евĕр стипендиатсен шутне тĕп вĕренÿсĕр пуçне Елчĕкри искусство шкулне çÿрекен Елизавета Мурзакаева кĕнĕ.

Ÿкерме юратакан хĕр ача ăсталăхне Римма Парферьева преподаватель патĕнче туптать. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл район, республика тата Раççей шайĕнче талантлă ачасен хушшинче йĕркелекен конкурссене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Икĕ хут тĕнче шайĕнчи «Я – будущий художник», «Натюрморт. Теплый колорит» конкурссене хутшăнса Лиза 2 тата 3-мĕш лауреат дипломĕсене çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code