Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ырă ĕçре палăрнă

Ырă ĕçре палăрнă

Районти черетлĕ донор кунĕ февралĕн 17-мĕшĕнче – тĕнчипе палăртакан телейпе ырă ĕçсен кунĕнче пулса иртнĕ. Ытти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса юн пани вара, чăннипех, ырăран та ырă, пархатарлă ĕç шутланать.

Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнче йĕркеленĕ вăхăтлăх юн паракан пунктра пурĕ 66 çын черет тăрсах юн панă. Вĕсем хушшинче медицина ĕçченĕсем чылаййăн пулни пĕрремĕш хут çак яваплă ĕçе хутшăнакансен чун-чĕрине ытларах хавхалану кÿнĕ.

Коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра, пушшех, юн паракан вырăна санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнса хатĕрлеме кирли паллă пулнă. Надежда Уркова тĕп тухтăр çак кун ятарласа вырăнти врач амбулаторине çитсе юн паракансемпе калаçнă.

– Эсир ыттисен пурнăçне çăлакансем, вĕсене сывлăх парнелекенсем. Уйрăмах халĕ, юн тупас ыйту çивĕч тăнă вăхăтра донор пулни – сăваплă ĕç, – тенĕ вăл.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code