Пирĕн округра 53 ял вырнаçнă пулсан, çав шутран 2-шĕ тутар ялĕ: Сăрьел тата Пикшик. Пĕр округра пурăннă май тутарпа чăваш чылай çул туслăхра тата килĕшỹре пурăнаççĕ, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пĕрле туртаççĕ, район шайĕнчи тата ун тулашĕнчи мероприятисене пĕрле хутшăнаççĕ. Хаçатăн хальхи номерĕнче манăн Елчĕк округĕн сумлă çынни — Сăрьел ялĕнче тĕпленнĕ Фаик Фатыхович Идиятуллин пирки каласа кăтартас килет.

Сăлтавĕ те пур: 1973 çулта II степень «Службăра палăрнăшăн» паллăна тивĕçнĕ муниципаллă служащи Фаик Идиятуллин 2026 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче 80 çул тултарать.
Фаик Сăрьел ялĕнчи Сабира Залялетдиновна Замалетдиновăпа Фатых Идиятуллович Идиятуллин çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ гварди старшини, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Çемье 8 ача (3 арçын та 5 хĕр) пăхса ỹстернĕ. Фаик çак сумлă мăшăрăн çиччĕмĕш ачи. Çамрăк ачан вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенчи терт-нушине ыттисемпе пĕр танах тỹсме тивнĕ. Çул çитсен пир пусмаран çĕленĕ сумка йăтса ялти пĕлỹ çуртне ăс пухма çỹренĕ. Сăръелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен икĕ çул кунта завхоз пулса тăрăшать, çав хушăра республикăри куçăмсăр майпа вĕрентекен вăтам шкула пĕтерет.1965 çулта вăтам пĕлỹ илнĕ Фаике шăпа Узбек Республикине илсе çитерет. Кунта вăл икĕ республикăн Яккабаг хулинчи геофизика экспедицийĕнче малтан рабочи, унтан склад заведующийĕ пулса тăрăшать. Узбек ССРĕн Геологи министерствине пăхăнакан Каршинскри геологи училищине пĕтерет, техник-подрывник профессине алла илет.
1967 çулта тăван яла таврăнсан Фаике клуб заведующине çирĕплетеççĕ. 4 çул тимлет çак ĕçре çамрăк йĕкĕт. Хăйĕн пек çамрăксене пĕр чăмăра пуçтарса тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшать.1971-1973 çулсенче вăл Шалти Ĕçсен Министерствин Самара хулинче вырнаçнă уйрăм батальонĕнче хĕсметре тăрать. Кунта ăна, ялта та комсомол организацине ертсе пынине шута илсе, батальонри комсомол комитечĕн секретарьне суйлаççĕ. Çар ретĕнче тăнă вăхăтрах Атăлçи çар округĕн партипе комсомол работникĕсене хатĕрлекен икĕ çул вĕренмелли каçхи шкулĕнче ăс пухать салтак. Çартан старшина званипе таврăнсан та ялти клуб заведующийĕнчех тăрăшать Фаик. Клубра ĕçленĕ хушăрах ялти строительсен бригадине ертсе пырса 220 вырăнлăх клуб çуртне купалаттарать. Çĕнĕ çурта 1975 çулта хута яраççĕ. Çав çулах Фаик Фатыхович тăрăшнипе культура вучахĕ çывăхĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 30 çул çитнине халалласа бетонран палăк туса лартаççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест, клуб «Ялти Культура керменĕ» ята тивĕçет.
1976-1984 çулсенче Елчĕкри райпо тытăмĕнче тĕрлĕ çĕрте вăй хурать Фаик Фатыхович: Аслă Пăла Тимеш тата Лаш Таяпа тăрăхĕнчи ваккăн суту-илỹ тăвакан лавккасен пай директорĕ, райпо правленийĕн председателĕн çумĕ, правлени председателĕ, хатĕрлев кантурĕн ертỹçи… Вăл вăхăтра Елчĕк райповĕ кĕрлесе тăнă, пысăк коллективлă предприятисенчен пĕри пулнă. Ку тытăмра вăй хуракан кашни çыннăн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă: пĕрисем ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтернĕ, теприсем çăкăр-булка пĕçернĕ, халăха тутлă апатпа сăйланă. Çак тытăмри ĕçсене йĕркелесе пырас, малалла аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тимленĕ Ф.Ф. Идиятуллин.
1984-1985 çулсенче вăл тăван ялĕнче строительсен бригадине ертсе пырать. Ĕçе тĕрĕс, пĕлсе йĕркеленипе строительсем 7-мĕш комплекслă бригада территорийĕнче сахал мар строительство ĕçне пурнăçлаççĕ. Пысăк объектсем хута яма та май тупаççĕ ĕçченсем. Техника лартма кирпĕчрен гараж та хăйсемех купалаççĕ. Фаик Фатыхович ĕçленĕ вăхăтра тата 1934 çулта туса лартнă шкул çурчĕ кивелнине шута илсе кирпĕчрен çĕнĕ шкул купаласа хута яраççĕ.
1985 çулта колхоз председателĕ М.А.Михайловский Сăрьел ялĕнче ĕçсем кал-кал пынине курса Фаик Фатыховича хăй патне ĕçе чĕнет. Ăна Ленин орденлă «Победа» колхоз председателĕн заместительне çирĕплетеççĕ. Тăватă çул тимлет вăл çак яваплă должноçра. Çак вăхăтра Ф.Ф.Идиятуллин тăрăшнипе Сăрьелĕнчи пушă ларакан шкул çуртĕнче çĕвĕ çĕлекен цех уçаççĕ.
1989-1993 çулсенче Аслă Пăла Тимеш ĕçтăвком председателĕнче тăрăшать хисеплĕ ертỹçĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра чиркỹсем уçас ĕç анлă сарăлса пырать. Çак çулсенче ĕçтăвком председателĕ тăрăшнипе Аслă Пăла Тимешре, Энтепере чиркỹсем, Сăрьелĕнче мечĕт уçас ĕçсем пурнăçланаççĕ. Кунта Фаик Фатыховичăн тỹпи питĕ пысăк, тĕрлĕ документсем тăвас, пушă ларакан çуртсене чиркỹсене парас тĕлĕшпе нумай ĕçсем туса ирттерме тивнĕ унăн.
1993-2005 çулсенче Ф.Ф.Идиятуллин çĕнĕрен йĕркеленнĕ Сăрьел ял администрацине ертсе пырать. Çĕнĕ çĕрте те вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе палăрать, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллеве мала хурать. Вăл çине тăнипе 1998 çулта кашни киле виçĕ фазăллă çутă кĕртес тĕллевпе ял çумĕнче 6300 кВА хăватлă трансформаторлă подстанци хута янă.
2006-2007 çулсенче Фаик Фатыховича Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн ĕртỹçин çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакан 10 ялти граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парассишĕн нумай вăй хурать вăл, халăх нушине ăнланса, чĕрене илсе тимлет.
Фаик Фатыхович хайне шанса панă нихăш ĕçре те вăй-халне шеллемен. Тăрăшуллă та яваплă çынна сумлă наградăсемпе чысланă, унăн ĕçне пысăка хурса хакланă, вĕсен шутĕнче — Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕ (2006), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕ (2004) тата ытти те. Чи сумлă хисеп уншăн — ăна халăх хаклани.
Мăшăрĕ Нурания Зиятдиновна педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Тутар Республикинчи Балтасинск районне кĕрекен Норма ялĕнче çуралнă. 1968 çулта Арск хулинчи педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕре Сăрьелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентме янă. Çав çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр улшăнмасăр шкулта ĕçленĕ, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ вĕрентекен. Ялти клубра тĕрлĕ мероприяти ирттерме хутшăнакан хитре хĕре Фаик куç хывнă. Çапла пĕр-пĕринпе паллашса туслашнă çамрăксем 1969 çулта çемье çавăрнă, икĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Энджепе Фания тăван ялтах çемье çавăрса пурăнаççĕ. Эндже «Энтепе» хуçалăхра тĕп бухгалтерта тимлет. Фания ялти лавккара сутуçăра ял халăхне тĕрлĕ таварпа тивĕçтерес тесе тăрăшать. Хĕрĕсем, мăнукĕсем ватăсем патне килсех çỹреççĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене савăнтараççĕ.
Владимир ПЛОТНИКОВ, Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

