Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ултă çул — ирĕклĕхсĕр

Ултă çул — ирĕклĕхсĕр

Çĕнĕ Шупашкар сучĕ экстремистсен тĕн ячейкин 46 çулти лидерĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă. ФХСăн республикăри управленийĕн следстви пайĕ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çак арçын Раççейре ĕçлеме чарнă тĕн организацийĕн Чăваш Енри тата Мари Элти ячейкин лидерĕ тата тĕп идеологĕ пулнă. Çакă правăна хирĕçленине ăнланнă пулин те ячейкăна пурпĕр ертсе пынă. Вăл организацие çĕнĕ çынсене явăçтарнă, вăрттăн пухусем ирттернĕ, юрăхсăр литература, экстремизм сĕмĕллĕ материалсем сарнă. Унсăр пуçне хăй пуçне çавăрнă çынсене медицина пулăшăвĕпе усă курассинчен, юн парассинчен-ярассинчен пăрăнма хистенĕ. Çакă граждансен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă.

Суд арçынна 6 çул çурăлăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çийĕнчен унăн тĕн организацийĕсене ертсе пыма, интернета тĕрлĕ материал вырнаçтарма юрамасть.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code