Аслă Елчĕкри Валерий Егорович Савукова пирĕн тăрăхра палламан çын çук пулĕ. Ял çыннисем ăна Кĕлпук мучи тесе хисеплесе чĕнеççĕ. Вăл 28 çул хушши асаннепе, Валентина Петровнăпа, ялти культура çуртĕнче кино кăтартнă. Валерий Егорович ял çыннисем çинчен документлă кинофильмсем ỹкернĕ, вĕсене пухусенче кăтартнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ялта радиоузел ĕçлеме пуçласан Валерий Егорович ял çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ пирки репортажсем, тĕрленчĕксем эфира кăларнă, ĕçре палăрнисене илемлĕ юрăсемпе саламланă.
Валерий Егорович 1968 çулта хамăр ентешпе, Николай Карлин композиторпа пĕрле, 69 çынран тăракан хор йĕркелесе янă. Хор тĕрлĕ ялсене концертпа çỹренĕ. Çак вăхăтра асаттен хăйне евĕрлĕ таланчĕ палăрнă. Вăл республикăра чапа тухнă Ефим Никитин артист пек тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, вĕçен кайăксен сассисемпе тăван ял илемне сăнарланă. 1968 çулта республикăри çамрăксен фестивалĕнче Кĕлпук мучие сăнарланăшăн лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă ирттерес тесе ырми-канми ĕçленĕ киномеханике 1975 çулта «СССР кинематографи отличникĕ» ят парса чысланă. 1986 çулта Валерий Егорович «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Асаттепе асанне виçĕ ача çитĕнтернĕ. Вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă. Эпир, виçĕ пĕр тăван, анне-аттепе тата юратнă çыннăмăрсемпе пĕрле пурăнатпăр. Ытарайми асаттепе асанне çичĕ теçетке çулпа пыраççĕ пулсан та ахаль лармаççĕ, кил-çурт таврашĕнче хăйсем валли ĕç тупаççех.
Юлия САВУКОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Савуков.