Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асра юлнă çул çỹрев

Асра юлнă çул çỹрев

Районти ĕç ветеранĕсен пĕр ушкăнĕ Хусан хулине çул çỹреве тухрĕ.

Пире районти социаллă хỹтлĕх пайĕ автобуспа тивĕçтерчĕ, çул укçине саплаштарма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов пулăшрĕ. Хусанта Елчĕксене Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Владимирпа Мария Портновсен хĕрĕ, Марина Классен, кĕтсе илчĕ. Каярахпа пирĕнпе Марина Владимировна ятарласа тытнă экскурсовод хутшăнчĕ.

Кремльпе Хусан хулин историйĕпе кăсăкланса паллашрăмăр. Унăн аваллăхĕ (2005 çулта Хусан хулине йĕркелени 1000 çул çитнине паллă тунă), архитектури, асамлăхĕ пире пĕтĕмпех тыткăна илчĕ. Палăртмасăр иртес мар: Хусан Кремлĕ хăйĕн историйĕпе тата пуянлăхĕпе Пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКО объекчĕсен йышне кĕнĕ. Хусан çĕршыври чи чаплă хуласен шутĕнче. 500 çул каялла туса лартнă Благовещени кафедральнăй соборĕнче Тутарстан Республикин паянхи Президенчĕн резиденцийĕ вырнаçнă.

Тĕлĕнмелле тепĕр архитектура палăкĕ — Кул-Шариф мечечĕ. Вăл Атăл тăрăхĕнчи исламсен культура музейĕ шутланать. Туристсемшĕн питĕ илĕртỹллĕ вырăн.

Курса тĕлĕнмелли пирĕншĕн питĕ нумай пулчĕ.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code