Александр Магарин, заместитель директора Национальной телерадиокомпании Чувашии:
— В. Путин ирттерекен пресс-конференцире эпĕ пĕрремĕш хут 2008 çулта пулсаччĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ журналистсен савăнăçне аван астăватăп. Президентпа куçа-куçăн тĕл-пулни ĕçтешсене çулсем иртсен те хавхалантарать.
Кăçалхи пресс-конференци пирки калас пулсан, вăл яланхиллех нумай енлĕ. Тĕнче шайĕнчи ыйтусемпе калаçнă май В. Путин кашни çынна куллен шутлаттаракан япаласем пирки уçăмлăн, тĕплĕн, чунтан каларĕ. Татса паман ыйтусем çук мар. Пилĕк çул каялла халăх пурнăçне лайăхлатас тесе кăларнă хушусем, Президент калашле, 90 процент таран пурнăçланнă. Чăн малтан бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен шалăвĕ ÿснине, çынсене юхăннă çуртсенчен куçарнине палăртмалла. Мускавпа регионсен экономика хутшăнăвĕнчи çĕнĕлĕхсене, наци республикисенче тăван тата патшалăх чĕлхисене вĕрентес ыйтăва уçăмлатрĕ В. Путин: «çынсене наци чĕлхисене вĕренме пур майсем те туса памалла, тĕрлĕ чĕлхелĕх — Раççей пуянлăхĕ».
Маргарита Гартфельдер, заместитель директора Национальной телерадиокомпании Чувашии:
— Сам формат встреч журналистов с Владимиром Путиным, конечно, сильно отличается от обычных пресс-конференций. Огромный зал, сотни журналистов, все хотят задать вопрос, привлечь внимание — отсюда шапки, шарфы, игрушки, флаги, плакаты «Куда течет Волга?», «Помогите деревне!». Но при всей этой внешней хаотичности всегда прослеживались четкий регламент, четкая структура организации пресс-конференций.
Все актуальные темы года на них так или иначе озвучивались. Конечно, приоритет в вопросах имели федеральные и иностранные СМИ. Но пресс-секретарь Президента Дмитрий Песков четко регулировал процесс и понимал, когда надо передать микрофон журналистам из регионов.
Еще один момент, который запомнился: на пресс-конференциях Путин не просто отвечал на жалобы и предложения, а давал аналитический расклад по той или иной сфере, будь то ЖКХ, межнациональные отношения, социальная политика, анализировал ситуацию по конкретному региону. То есть показывал всю глубину процесса, и вопрос в итоге становился важен и значим не только для того, кто его задал.
Татьяна Вашуркина, директор-главный редактор издательского дома «Хыпар»:
– Владимир Путинăн паянхи пресс-конференцийĕ пирĕн çĕршыв лидерĕ хальхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусене хăй куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Пресс-конференцие журналистсем йышлăн хутшăнни те Владимир Владимировича халăх туллин шаннине уççăн кăтартрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççейĕн тулашри тата шалти политикипе çыхăннă ыйтусен хуравĕсене илтрĕç. Владимир Путин регионсенчи журналистсен ыйтăвĕсене тĕплĕ хурав пачĕ. Вăл шалти экономика ыйтăвĕсене те асăрхамасăр хăвармарĕ, демографи ыйтăвĕсене çĕклерĕ, çамрăк çемьесене пулăшасси пирки пайăррăн пĕлтерчĕ. Аслă ÿсĕмрисен те хăйсене кăсăклантаракан шухăшĕсем уçăмланчĕç.
Тĕлпулура Раççей Президенчĕн çитес çулхи суйлавĕ çинчен те калаçрĕç. Владимир Владимирович 2012 çулхи çу уйăхĕнче пысăк тĕллевсем палăртнăччĕ. «Çу уйăхĕнчи» указсен 94 проценчĕ пурнăçланчĕ. Çитес çул вĕсене вĕçне çитермелле», — терĕ Президент. Çакă хăех Владимир Путин чăн-чăн лидер пулнине çирĕплетет, вăл тытса пыракан çул-йĕр ыранхи çутă куна шанма май парать.
Елена Калашникова, главный редактор газеты «Алатырские вести»:
— Большая пресс-конференция Президента России Владимира Владимировича Путина – традиционно откровенный разговор руководителя нашей страны с представителями СМИ. Журналисты получили открытые ответы на вопросы самого широкого круга внутренней политики и международных отношений.
Конечно, пресса не могла обойти тему предстоящих выборов. Владимир Путин в общих чертах обрисовал свою предвыборную программу. Порадовало, что она нацелена на повышение доходов граждан и предполагает дальнейшее развитие инфраструктуры, здравоохранения, образования, повышение производительности труда.
Отмечу, что глава государства понимает важность раскрытия талантов у детей, чтобы они, повзрослев, успешно трудоустроились в нашей стране «для дальнейшей коммерциализации научных разработок». Для этого и создаются кванториумы, детские технопарки и олимпиадные движения. Отрадно, что пример таких успешно действующих объединений есть и в Чувашии.
Виктория Вышинская, и.о. главного редактора газеты «Тăван Ен»:
– Наци чĕлхисем пирки вырăнлă ыйту пулчĕ. Патшалăх ертÿçи çынсен тăван чĕлхепе вĕренме май пулмалли пирки пĕлтерчĕ – чечен чĕлхи-и вăл, тутар-и, е урăххи-и – пур пĕрех. Раççей халăх пĕрлĕхĕпе, темиçе наци çынни пĕри-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăннипе вăйлă. Вăл хăйĕн ывăл-хĕрне тĕрĕс воспитани, пысăк ăс-хакăллăх, пĕлÿ никĕсĕ çине тайăнса çитĕнтерет.
Тĕрĕссипе, юлашки çулсенче ачасен вĕрентĕвĕпе, вĕсен пушă вăхăтне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусем патшалăх политикинче мала тухса тăраççĕ. «Пур ача та талантлă, – терĕ Владимир Владимирович. – Ыйту – преподавательсемпе ашшĕ-амăшĕ вĕсене уçма пултарнинче çеç». Президент ачасене аталанма темиçе çул-йĕре те палăртса хурассине систерчĕ. Кванториумсем, ача-пăча технопаркĕсем уçăлаççĕ. Çакăнпа пĕрлех паянхи влаç пултаруллă, аталанакан çамрăксене Раççейрех ĕç вырăнĕ тупма пулăшмаллине ăнланни пысăк шанăç кÿрет: вăл хăйне шанчăклă пуласлăхпа тивĕçтерĕ.
Елена Губанова, шеф-редактор газеты «Тăван Ен»:
— Пресс-конференция главы государства Владимира Путина, как и «Прямая линия» с его участием, позволяет нам больше узнать о его рабочих буднях. Президент исчерпывающе ответил на вопросы журналистов из разных стран и регионов, в том числе на проблемные. Подобная открытость вызывает чувство уважения.
Мне также было интересно услышать о подробностях поездки Владимира Путина в Сирию. Это еще раз доказывает, какая у нас сильная армия, способная защищать интересы страны.