Терроризм çĕршывсемшĕн чи хăрушă тăшман пулса тăчĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, унран тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле.
Урамра е чарăнура, çуртсен умĕнче тăракан хуçасăр сумка, коробка, пакет тата ытти хатĕр кашнинех сисчĕвлентерме тивĕç. Çакăн евĕр япаласене тĕкĕнме, уçса пăхма, вырăнтан куçарма юраманнине асрах тытмалла. Малтан çывăхри çынсенчен ыйтмалла, тен, япалисене манса хăварнă. Енчен те япала хуçи тупăнмасан çакăн пирки полицие пĕлтермелле, халăха аяккарах пăрăнма хушмалла, оперативлă следстви ушкăнне кĕтсе илмелле.
Транспорт çинче хуçасăр япалана асăрхасан та çакăн пирки тỹрех транспорт хатĕрĕн водительне е кондуктора пĕлтермелле. Автобуса чарса пассажирсене эвакуацилесенех полицие чĕнмелле. Хуçасăр япаласем организацисемпе учрежденисенче те, подъездсенче те пулма пултараççĕ. Вĕсене асăрхаканăн ют япалана хăçан, миçере, ăçта тата мĕнле майпа тупнине полици ĕçченĕсене тĕп-тĕрĕс каласа пама пултармалла.
Сирпĕнекен япалан паллисем: сумкăран е коробкăран, ытти хатĕртен пралук тăратăнса тăма пултарать, хăш-пĕр вырăнта изолентăпа чĕркеме пултарнă ăна. Батарейкăсемпе телефон аккумуляторĕсем пулма, сехет шакканă пек сас илтĕнме пултараççĕ.
Сирпĕнекен япаласене халăх нумай пуçтарăнакан вырăнта — вокзалта, пасарта, лавккара, культура çуртĕнче, шкулта е ача садĕнче, больницăра тата ытти тĕрлĕ вырăнта хăварма пултараççĕ.