Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹлевсем пама пуçланă

Тỹлевсем пама пуçланă

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тỹлесси çинчен указа алă пуснине нумай ачаллă çемьесем ырласа йышăнчĕç.

2017 çулта çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн çемьесем чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан тỹлевсене уйăхсерен илме пуçланă. Çак виçе Чăваш Енре — 8910 тенкĕ.

Кăçал çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн тỹлевсем илме декабрĕн 1-мĕшĕнчен заявленисем йышăнатпăр. Хальлĕхе 27 ача амăшĕ заявлени панă. Ноябрь-декабрь уйăхĕсенче нумай ачаллă амăшĕсене 472 пин тенкĕ тỹленĕ.

И.АНИКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code