Çак шухăша пусăмлăн палăртать чылайăшĕ хăйĕн пурнăçĕн юлашки çичĕ çулне «Колхоз ялавĕ» (хальхи «Елчĕк ен») хаçатпа унăн вулаканĕсене панă Александр Миллин çинчен сăмах пуçарсан. Район 90 çул тултарнă кунсенче те, каярах иртнĕ пысăкрах пулăмлă уявсенче те (хамăр ентеш Василий Васильев художник ĕçĕсен куравĕнче е «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн вунă çуллăхĕнче) ăна тата унăн тĕрлĕ ĕçре палăрнă ачисене ырăпа аса илекенсем нумай пулчĕç.
Вăл, вăрçă çулĕсенче çитĕннĕскер, ачалăхĕ епле иртнине сиссе те юлайман пулĕ. Çиччĕ-саккăрта чухнех килте ĕçленисĕр пуçне колхоз уй-хирĕнчи тыр-пулпа ытти культурăсене çум курăкран тасатма хутшăннă. Кĕçех лашапа кĕлте турттарма, вырмари ытти ĕçсене те пурнăçлама тытăннă. Çав вăхăтрах, кăшт пушă вăхăт тупăнсанах, алла кĕнеке тытнă. Вулав çуртĕнче мĕн пуррине пуринчен маларах «шĕкĕлчеме» ĕлкĕрнĕ. Вуланă кăна та мар, хăйне мĕн килĕшнине кивĕ хут татки çине (ун чухне лайăх тетрадь мĕн иккенне ял çынни пĕлмен те) çырса хума тăрăшнă. Пĕр вăхăтрах хăйĕн пуçне пырса кĕнĕ рифмăланă йĕркесене те хуша-хуша хунă.
— Эсĕ, Санькка, ỹссен поэт пулатăн пулĕ, — тенĕ ăна пĕррехинче амăшĕ, ачи хăй тĕллĕн тем çырнине асăрхасан. — Анчах, асту, урокусене маларах хатĕрле. Иккĕ лартса парĕç те ял çинче яту кайĕ тата.
— Капла та аван вĕренекене çак сăмахсем кăштах кỹрентернĕ те. Апла пулин те вăл хирĕç чĕнмен. Ялти шкулăн юлашки, çиччĕмĕш класĕнче вĕреннĕрен, хăй культура енĕпе вĕренме кайма хатĕрленни çинчен çирĕппĕнрех пĕлтернĕ çеç.
Каярахпа вăл хăйĕн сăмахĕн хуçи пулнине туллин çирĕплетнĕ. Кĕнекене те юратнă, класс ачисемпе спектакльсенче те вылянă çамрăка Елабугăри культурăпа çут ĕç техникумне хапăлласах йышăннă. Кĕмелли экзаменсене «пиллĕклĕх» кăна тытнăран, ыйтусем çине артистла хăюллă та çивĕч хуравсем панăран унпа пĕрле тупăшнă хăш-пĕр тутар ачисем те тĕрĕслев али витĕр тухайман.
Чăн та, техникумран вĕренсе тухсан унăн библиотекарьте нумай ĕçлеме май килмен. Ун вырăнне, ултă çул Тинĕс-Çар флотĕнче пиçĕхнĕ, çарпа политика енчен анлă тавра курăмлă матроса тỹрех районти библиотека директорне лартнă.
— Александр Георгиевича ялти библиотекарьсем те (вĕсемпе час-часах вĕренỹ-семинарсем ирттеретчĕç), ахаль вулакансем те чĕререн хисеплетчĕç, — аса илет çав çулсенче Хăвăлçырмари библиотекăра ĕçленĕ А.К. Салабайкина ĕç ветеранĕ, «Раççей Федерацийĕн культурăри çитĕнĕвĕсемшĕн» паллăна тивĕçнĕскер. — Çĕнĕ кĕнеке тишкерĕвĕсем тунă е методика сĕнĕвĕсем панă чухне пирĕншĕн чăн-чăн учитель вырăнĕнчеччĕ. Ун чухнех хăй те ача-пăча валли пĕчĕк калавсем çыратчĕ те, писательсемпе поэтсем çинчен питĕ витĕмлĕн каласа паратчĕ. Хăй те Мускавра тухакан хаçатсем таранчченех çырса тăратчĕ.
Сăмах май, хам, автор мĕн астунине те хушса хурам-ха эппин. Вăл районти культура пайне ертсе пынă вăхăтра пулчĕ ку. Мана культура ĕçченĕсен вĕренĕвĕнче вырăссен паллă çыравçи А.М.Горький творчествинчи çынлăх (гуманизм) тематикине уçса пама сĕнчĕ. Эпĕ Хусанти университетра вĕреннĕ чухне шăпах çак енĕпе тĕпчев тунăран, ыйтăва тĕрлĕ енчен анлăлатса пĕтĕмлетỹ турăм.
Савăнсах кайрĕ Александр Георгиевич манăн сăмахпа. «Чăн литераторсене, «этем чунĕн инженерĕсене», пирĕн те, библиотекарьсен, çакăн пек тарăн тишкерỹ тумалла, — терĕ хăйĕн хушăвĕсемпе манăн доклада пуянлатса.
Çакăн хыççăн эпир унпа татах та çывăхланса çитрĕмĕр. Пĕр-пĕрин çырнисене юнашар ларса вулани те, хайлавсене хак панă чух ĕçлĕн тавлашса илни те пулнă. Анчах хăйне пĕрре те пысăка хумастчĕ. Редакцие, ялти корреспондентсене, хăйсен хайлавĕсене çыракансене тĕрлĕ енчен пулăшма тăрăшатчĕ.
Эпĕ унăн ача-пăча калавĕсене каçса кайсах вулаттăм. «Вăлта», «Мухтанчăк», «Сарă пĕсехе» е ытти хайлавĕсенче темиçе сăмахпах ачасене кăна мар, çитĕннисене те тарăн, чĕрене пымалли шухăш-сĕнỹ пама пултарни унра темле асамлă туйăмлă, классикăлла вăй тата талант пуррине систеретчĕ.
Хаçат редакторĕнче чухне, унăн вăхăтне ытларах пуçлăх, йĕркелỹ ĕçĕ илнĕ пулсан та, пĕчĕк калавсем, сценкăсем, е сăвă йĕркисем шăрçаланăран, хăй çырнисене çынна вулаттарас, унăн ăн-пуçĕпе тавра курăмне анлăлатас енĕпе нумай тăрăшнипе пĕр савăнаттăм, пĕр пăшăрханаттăм. Хăйне хĕрхенме, кану мĕнне пĕлменшĕн ятлас та килетчĕ тепĕр чух. Анчах мĕн тăвăн? Юлашки сывлăшĕ таранччен çынлăхшăн, чăнлăхшăн кĕрешсе ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлчĕ пулсан…
Мухтав хăй пекех пуçаруллă тата пултаруллă ачисемпе мăнукĕсене. Вĕсем унăн вĕçленмен юррине юрлама, пичетлесе ĕлкĕреймен е суйласа илнисене пухса кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, хăй вилсен 35 çултан çапăнса тухнă «Мухтанчăк» кĕнекипе, «Литературная Чувашия» конкурсăн «Савăклă ачалăх» номинацийĕнче Александр Георгиевич Миллин 2014 çулхи чи нумай вуланакан (юратакан тесе хушса хурас килет хамăртан) автор ятне тивĕçнĕ. Унăн ачисем, ашшĕ пекех хĕрỹ чунпа-юнпа тăрăшса, творчество ĕçĕнче те, предпринимательлĕхре те çĕнĕрен çĕнĕ ăнăçусем тăваççĕ. Вĕсем пысăк хастарлăхпа ăнтăлнине, çĕнĕлĕх патне талпăннине куратăн та пирĕн ăслă та талантлă редакторăмăр паян та пирĕнпе юнашар пулнă, ăшшăн куçран пăхса хăйĕн ăслă шухăшĕсене сĕнет, тарăн шухăшлă та сулмаклă хайлавсем калăплама хистет пек.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.