Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Коррупципе кĕрешесси — тĕп ыйту

Коррупципе кĕрешесси — тĕп ыйту

Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева ертсе пынипе районта Елчĕк районĕнчи коррупцие хирĕç кĕрешекен канашăн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чух коррупци сĕмĕллĕ преступленисен çулне пỹлес тата çакăн евĕр преступленисене тупса палăртас тĕллевпе йышăнакан майсем пирки каласа кăтартрĕ. Вăлах муниципалитет пĕрлешĕвĕсен нушисемпе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçланă тата тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ, тавара сутăн илнĕ чух саккунлăха мĕнле пăхăнса пынипе паллаштарчĕ. Елчĕк район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Альбина Богданова патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем тата патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ вăхăтĕнче йĕркелесе пыракан коррупцие хирĕçле мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ. ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен пайăн аслă оперуполномоченнăйĕ Андрей Блинов, «Елчĕк ен» хаçатăн сотрудникĕсем хăйсен тытăмĕнче коррупцие хирĕç кĕрешес тĕллевпе пурнăçланса пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Пуçтарăннисен умĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илчĕ. Коррупцие хирĕç кĕрешес ыйту çивĕч пулнине, ертỹçĕсем тата специалистсем тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чух документсем хатĕрленĕ чух тимлĕ те асăрхануллă пулмаллине палăртрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code