Камсем тетĕр-и? Паллах, ялсенчи ĕç ветеранĕсем.
Вĕсем паян та стройра. Вăхăтĕнче тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе хăйсен пысăк тỹпине хывнăскерсем самана таппипе тан утса малалла шанчăклăн утăмлаççĕ, мăнукĕсене Тăван çĕршыва, тăван кĕтесе, çывăх çынсене, ĕçе юратма, хаклама вĕрентеççĕ. «Ват çын тăват çын», — тесе ахальтен каламан. Ватти пулсан латти пурах.
Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пĕрлештерсе тăракан организацие 1986 çулхи декабрь уйăхĕнче йĕркеленĕ. 1991 çулхи ноябрь уйăхĕнчен вăл Пĕтĕм Раççейри вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен общество организацийĕ шутланать. Ветерансен канашĕ ватăсене пур енлĕн пулăшас, йывăрлăхра хỹтлĕхе илес, вĕсене медицина, йăла, культура пулăшăвĕ парас енĕпе сахал мар тимлет. Малтанхи çулсенчех районта 9 пин ветеран пурăннă, вĕсем 46 пуçламăш организацине пĕрлешсе тăнă. Ветерансен канашĕн ертỹçисем пулса Виталий Александров, Федор Князев, Роберт Бобылев, Петр Чернов вăй хунă. 2000 çултан общество организацин тилхепине тытса пыма мана шанчĕç.
Хальхи вăхăтра районти пуçламăш организацисенче 7592 пенсионер учетра тăрать. Вĕсенчен Социализмла Ĕç Геройĕ — 1, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем — 13, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин инваличĕсем — 3, хĕрỹ точкăсене хутшăннисем — 335, вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмĕсем — 90, тыл ветеранĕсем — 619, ĕç ветеранĕсем — 3841 çын.
Ĕç-хĕле йĕркелесе пыма яланхи 6 комисси тăрăшать. Вĕсем ытларах ветерансене тĕрлĕрен хỹтлĕх, пулăшу парассипе тимлеççĕ. Çак тĕллевпе ветерансен районти канашĕ район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, халăха социаллă пулăшу паракан органсемпе, медицина, вĕренỹ, культура учрежденийĕсемпе, Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри пайĕпе, районти хĕрарăмсен канашĕпе тачă çыхăну тытать. Вĕсен ертỹçисемпе представителĕсем канашăн пленумĕсенче, президиум ларăвĕсенче тухса калаçаççĕ, ветерансем мĕнле пулăшусем илме пултарнине тĕплĕн ăнлантараççĕ.
Пирĕн ларусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин яланах хутшăнать. Вăл ваттисен кашни пăшăрханăвне чĕре çумне илет, ăна вăхăтра татса пама ăнтăлать.
Иртнĕ çул Раççейри Экологи, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене асра юлмалла ирттерме тăрăшрăмăр. Экологи çулталăкне халалланă «Чи лайăх хуçалăх» конкурса кашни ял тăрăхĕнчи ватăсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах Çĕнĕ Эйпеçри Мустаевсен, Хăвăлçырмари Исония Волкован, Курнавăшри Прохоровсен кил-çурчĕ хăтлă та тирпейлĕ пулнипе палăрчĕç. «Районти чи лайăх хуçалăх» ята Курнавăшри Зинаида Александровнăпа Герасим Васильевич Прохоровсем тивĕç пулчĕç. Вĕсене районта аслă ăру çыннисен кунне халалланă уявра чысларăмăр. Район администрацийĕн пайĕсен, районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçисем пĕрле йĕркеленĕ уяв пур ветеранăн чун-чĕрине ăшăтрĕ. Районăн 90 çулхи юбилейне халалланă уявра кашни ялти ĕç паттăрĕсене сума суни асра юлчĕ.
Аслă ăру çыннисем хушшинче вун-вун çул мăшăрпа килĕштерсе пурăнакан, йышлă ача-пăча çуратса вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă çемьесем йышлă. Районăн сулмаклă утăмĕсем, ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ, çемьесем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ пирĕн активистсем. Ку енĕпе уйрăмах Ольга Миронова (Таяпа Энтри), Илья Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), Исония Волкова (Хăвăлçырма), Зинаида Портнова (Аслă Пăла Тимеш), Илья Трофимов (Кушкă), Дария Смирнова (Курнавăш), Рифкат Харисов (Сăрьел), Алимпия Фомина (Çĕнĕ Пăва), Людмила Горшкова (Аслă Елчĕк) ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Ĕç ветеранĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кам пĕлмест пулĕ Çĕнĕ Эйпеçри Геннадий Туманова, Ĕнелĕнчи Анатолий Анисимова, Елчĕкри Николай Павлова тата ыттисене те. Вĕсем ветерансем хушшинче иртекен районти спорт ăмăртăвĕсенче кăна мар, республика шайĕнче те тăтăшах палăраççĕ.
Аслă ăру çыннисем культура мероприятийĕсенчен те тăрса юлмаççĕ. Районти кашни ялта тенĕ пекех ĕç ветеранĕсенчен йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕсем пур. Акă Тỹскелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ республикăри «Çирĕп пирĕн çунатсем» фестивале хутшăнчĕ. Е тата Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартма Мускава çитни епле пысăк çитĕнỹ!
Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре те активлă пирĕн общество ĕçĕнчен пăрăнман ватăсем. Вĕсене час-часах шкулта, культура çурчĕсенче иртекен мероприятисенче курма пулать. Ветерансен канашĕн президиумĕн 11 членĕ те хастарлăхĕпе ял çинче палăраççĕ. Елчĕкри Петр Чернов, Александра Сайкина, Роберт Бобылев, Тăрăмри Валерий Кириллов, Вырăскассинчи Николай Кириллов, Кавалти Петр Анисимов, Хĕрлĕçырти Владимир Щербаков, Аслă Елчĕкри Елизавета Ахмерова, Çĕнĕ Эйпеçри Геннадий Туманов, Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов хăйсен паха опычĕпе савăнтараççĕ.
Ветерансем канăçа пĕлмесĕр ĕçленипе çеç мар, культурăллă канса та çамрăксене паха тĕслĕх кăтартассипе палăраççĕ. Çулсеренех тĕрлĕрен экскурсине тухса çỹресси ырă йăлана кĕнĕ. Ватлăхри çул çỹрев чун-чĕрене лăпкăлăх кỹрет, общество пурнăçĕнче малалла хавхаланса ĕçлеме хистет.
Пирĕн общество организацийĕ республикăра та ырă ĕçсемпе палăрать. Кăçал çĕршывăмăрта Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнă май ветерансене тимлĕх уйăрасси тата та ỹсĕ. Шкулсенчи волонтерсем, çамрăксен ушкăнĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин, тыл ветеранĕсене, ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çуртсенчи кинемисемпе стариксене, сусăрсене тĕрлĕ енлĕ пулăшассине тата вăйлатасса шанас килет. Шкулсем ялсенчи палăксемпе монументсене, обелисксене, асăну хăмисене йĕркеллĕ тытса тăрассине хăйсем çине илни ырăлăх çуратать. Çавăн пекех ват çынна вут-шанкă касса пани, кил-çуртне тирпейлени, хальхи вăхăтра уйрăмах кил картипе çурт умĕсене юртан тасатса, кирлех пулсан лавккаран апат-çимĕç кỹрсе пани те ветерансен кăмăлне çĕклентеретех. Ырă кăмăллă пулар, ырă ĕç ырăпах таврăннине асра тытар.
С.ТЕРЕНТЬЕВА,
вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ.