Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Çĕнĕ укçасем çаврăнăша кĕнĕ

200 тата 2000 тенкĕлĕх укçасем Чăваш Республикине çитнĕ.

Вĕсене Раççейри ытти укçапа танах лавккасенче, суту-илỹпе сервис предприятийĕсенче йышăнаççĕ.

Раççей банкĕ çĕнĕ укçасене пуçласа 2017 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче кăтартнă. Чи малтан вĕсене Севастополь, Владивосток, Мускав, Хабаровск тата Симферополь хулисем илнĕ.

Фестиваль иртнĕ

Шупашкарта пĕрремĕш хут Скандинави уттипе çỹрекенсен фестивалĕ иртнĕ.

Унта 200 ытла çын хутшăннă. Фестивале хутшăнакансем туяпа 2-5 çухрăм утнă. Программа вĕçĕнче инструкторсем ятарлă гимнастика ирттернĕ.

Чăваш çыравçисен ĕçĕсем

Иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути курнă «Раççей халăхĕсен ача-пăча литературин антологине» Чăваш Енри паллă çыравçăсен хайлавĕсем кĕнĕ. Республикăри ăслăлăх тата общество организацийĕсен представителĕсенчен тăракан ĕç ушкăнĕ сĕннипе антологи валли Николай Ыдарайăн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин тата Николай Ишентейĕн произведенийĕсене суйласа илнĕ. Ку авторсене социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларăмĕсен тытăмĕпе патшалăх политикине пурнăçлакан канаш та ырласа йышăннă.

Çăмăл атлетика пур, пулать те

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Кубокĕшĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ.

Унта тĕрлĕ регионтан 900 яхăн спортсмен чупас, хăвăрт утас, çỹллĕшне тата инçĕшне сикес тата ытти енĕпе ăмăртнă. Пурĕ тăватă ỹсĕмри спортсменсем вăй виçнĕ. Ăмăртăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп вăййисен чемпионкипе призерĕ Елена Николаевăпа Владимир Андреев хутшăннă. Михаил Васильевич Чăваш Енре çăмăл атлетика спортăн юратнă тĕсĕ пулнине палăртнă. «Çăмăл атлетика Чăваш Енре пулнă, пур, пулать!», — пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен Михаил Игнатьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code