Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти вĕренỹ учрежденийĕсенче 2018-2019 вĕренỹ çулĕсенче пĕрремĕш класра вĕренме заявленисем йышăнма тытăнаççĕ.
Заявленисене электронлă майпа: НФЦ — нумай функциллĕ центр е Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсем паракан портал (https://www.gosuslugi.ru/) урлă та пама пулать.