Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Обществăлла йĕркелĕхе пăснă

Обществăлла йĕркелĕхе пăснă

Обществăлла вырăнти йĕркелĕхе пăхăнманни Б.-шăн судпа вĕçленнĕ.

Аслă Елчĕкре пурăнакан Б. Федерацин Суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайне пырсан обществăлла йĕркелĕхе пăснă: хытă калаçнă, словарьте çук сăмахсемпе вăрçăннă, хăйне тивĕçлĕ тытма ыйтсан та лăпланман. Çавна май арçын тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.1 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă.

Елчĕк район сучĕ асăннă ĕçе пăхса тухнă май Б.-на административлă штраф тỹлеттерме йышăннă.

Г.ЧЕРНОВА,
суд председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code