Среда, 30 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх тăнăçлăха хаклать

Халăх тăнăçлăха хаклать

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕршыври анчах мар, республикăри вун-вун предприяти йывăрлăха лекнĕччĕ. Халăха ĕç укçи, пенси, пособи, социаллă тỹлевсем парайманни ура хучĕ, заводсемпе фабрикăсем, хуçалăхсем панкрут çулĕ çинчеччĕ.Çĕршыв арканма пуçлани пире граждан вăрçи чиккине илсе çитернĕччĕ тесен те йăнăш пулас çук.

Çĕршыв вăйсăрланнă самантпа патшалăх тулашĕнчи тăшмансем усă курма пултарни, хăш-пĕр региона вут-çулăм кĕртсе яни вăрттăнлăх мар. 2000 çулта Президент постне ăста, яваплă, çирĕп политик Владимир Путин йышăнчĕ. Вăл çĕршыва пуçтарма, социаллă тытăма йĕркене кĕртме, экономикăна çĕклеме пултарчĕ анчах мар, тулаш политикăна та çирĕплетрĕ. Хăй тавра пĕр шухăшлă çынсен ушкăнне пуçтарма пултарнăран граждансен пулăшăвĕ çине таянса çĕршыв пĕрлĕхне упраса хăварчĕ. Контракт мелĕ çине куçнăран Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем çирĕпленчĕç. Çавна май ĕнер çар ретне тăнă 18-19 çулхи опыт пухса ĕлкĕреймен çамрăксем «вĕри точкăсенче» пуçĕсене хунă тĕслĕхсем пĕтрĕç. Пĕрлĕхре пулнăран пирĕн Раççей халăхне тĕнче кризисĕ те такăнтараймасть. Чи кирли — пĕрне-пĕри шанса тата пулăшса малалла утăмлани.

Çĕршыв умĕнчи татса памалли çивĕч ыйтусем татах та нумай. Владимир Путинăн авторитечĕ пысăк. Вăл çĕршывăн пĕрлĕхне, экономикине тата та çирĕплетмелли, патшалăхăн тĕнче умĕнчи статусне çĕклемелли çĕнĕрен те çĕнĕ çул-йĕр палăртсах пырать. Чи кирли — халăх ăна шанать. Вăл хăй те халăх шанăçне тỹрре кăларса пырать.

Паянхи кун Сăрьел ялĕнче 182 çын, çав шутран 56 «вăрçă ачи» пурăнать. Эпир, ватăсем, пире пенсипе вăхăтлă тивĕçтернĕшĕн (юлашки 5 çулта пенси виçи 40 процента яхăн ỹсрĕ) кăмăллă. Ялти халăхăн 60 проценчĕ (31 арçын, 73 хĕрарăм) — пенси ỹсĕмĕнчи граждансем. Ял çынни пурнăç условийĕсемпе те кăмăллă. Çуртсем çут çанталăк газĕпе ăшăнаççĕ, чылай пỹртре туалет тата ваннăй пỹлĕмĕсем пур. Кашнийĕн çуртне тенĕ пекех шыв кĕрет тата тухать. Çывхарса килекен суйлава районта пурăнакан кашни çын хастар хутшăнса тивĕçлĕ кандидатшăн сасă парасса шансах тăратпăр эпир. Çĕршыв, халăх пуласлăхĕ пирĕн кашни çыннăн сассинчен, тĕрĕс суйлав тунинчен килет.

Р.ХАРИСОВ, ĕç ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code