Иртнĕ тунтикун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн 2017 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.
Кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сăмах илнĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2017 çула пĕтĕмĕшле ăнăçлă вĕçленĕ. Уйрăмах ял хуçалăхĕнчи кăтартусем савăнтараççĕ. Районĕпе рекордлă — 64 пин те 700 тонна тĕш тырă пухса илнин сăлтавĕ — культурăсен пысăк тухăçлă сорчĕсене суйласа илни, минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе тухăçлă усă курни, пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелени, çĕнĕ йышши комбайнсене ĕçе кĕртни.
Отчетлă тапхăрта тĕп капитала 283 миллион та 300 пин тенкĕ инвестици хывнă. Ку вăл 2016 çулхипе танлаштарсан 53 процент ытларах. Çак укçа-тенкĕпе Хăвăлçырма тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тунă, ял хуçалăхне аталантармалли 17 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, икĕ лавкка хута янă, Тĕмер тата Патреккел ялĕсенче виçĕ çухрăм та 600 метр тăршшĕ автоçул сарнă, 10 çухрăма яхăн виçĕ автоçул юсанă.
2016 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Елчĕк районĕ ытти районсем хушшинче мала тухса 15 миллион тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Çакăншăн Николай Миллин Чăваш Ен Пуçлăхне тав сăмахĕ каларĕ. Асăннă грант укçипе Кушкă-Çĕнĕ Арланкасси автоçула юсанă, ЗАГС умĕнчи территорине илемлетнĕ. Ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче, 15 пинрен пуçласа 26 пин çын таран пурăнакан районсем хушшинче, Елчĕк районĕ пĕрремĕш вырăн йышăнса Диплом тата укçан преми илме тивĕçнĕ. Уйрăм коллективсенчен «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество «Чи пысăк тухăçлă çĕр улми туса илнĕшĕн» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă, Александр Бикулов хресчен-фермер хуçалăхĕ «2017 çулхи чи лайăх ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан» ята тивĕçнĕ. Елчĕкри тата Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулсем ялта вырнаçнă чи лайăх 300 шкул йышне кĕме пултарни те пысăк çитĕнỹ. Иртнĕ çул çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туни те савăнтарать: промышленность предприятийĕсен производство çаврăнăшĕн ỹсĕмĕ 2016 çулхи кăтартусемпе пăхсан 10,5 процентпа е 674 миллион та 800 пин тенкĕпе танлашнă, суту-илỹ предприятийĕсен таварçаврăнăшĕ 11,9 процент ỹснĕ (256 миллион та 284 пин тенкĕ), обществăлла апатлану çаврăнăшĕн ỹсĕмĕ — 7,3 процент (7 миллион та 158 пин тенкĕ). «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕ тата патшалăхăн ял хуçалăхне аталантармалли программи ĕçлеме пуçланăранпа районти ял хуçалăх предприятийĕсене 483 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредитсем панă, вăл шутран 2017 çулта — 18 миллион та 400 пин тенкĕ.
Тин ĕçлеме пуçланă фермерсене тата çемье ферми уçакансене пулăшса 15 ферма тата 3 çемье фермине патшалăхран 45 миллион тенкĕ, çав шутран иртнĕ çул 16 миллион тенкĕ панă. Çавăн пекех уйрăм предпринимательсене те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ — 11 миллион та 900 пин тенкĕлĕх. Федерацин тата республикăн тĕрлĕ программисене пурнăçласа пĕлтĕр районта 29 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Социаллă-культурăллă учрежденисене юсассипе те малалла ĕçленĕ: бюджетран уйăрнă 5 миллион тенкĕпе Курнавăшри вăтам шкул спортзалне, Аслă Таяпари тĕп шкул, Вырăскассинчи культура çурчĕн тăррисене юсанă, «Улăп» спорт комплексĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Обществăлла инфраструктурăна аталантаракан проекта тĕпе хурса вырăнти халăх пуçарăвĕпе 2 çухрăм та 257 метр тăршшĕ çул юсанă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн малаллахи сăмахĕнче муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курасси пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен сферинчи тĕп тĕллев пулнине палăртрĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул район бюджетне 8 миллион та 770 пин тенкĕ, е планпа пăхнинчен виçĕ процент ытларах укçа-тенкĕ кĕнĕ. «Халăх инвентаризацийĕ» акцие хутшăнса харпăрлăх правине регистрацилемен объектсене шута илесси малалла пырать. 2017 çул Раççей Федерацийĕнче Экологи çулталăкĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ ячĕпе иртрĕ. Çавна май районта пĕлтерĕшлĕ ĕçсем нумай туса ирттернĕ. Кăçал, Ырă тăвакансен çулталăкĕнче, пĕр-пĕрне хисеплесси, пулăшасси чун-чĕре хушнипе пулса пытăрччĕ, ырă ĕçсене çул парасчĕ.
2018 çулхи тĕп тĕллевсенчен пĕри — экономикăн пур отраслĕнчи ăнăçлă аталанăва малалла çирĕплетесси, инвесторсене явăçтарасси, обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсене пурнăçласси, çул сарас-юсас ĕçе малалла тăсасси.
Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн иртнĕ çулхи итогĕсене пысăк хак панă май, ял çыннисене пахалăхлă пурнăç туса парассинче, шкул çулне çитмен ачасен аталанăвĕшĕн тимлессинче, кадет юхăмне вăйлатассинче малашлăхра та çĕнĕлĕхе çул парса ĕçлемеллине палăртрĕ. Пархатарлă ĕçпе палăрнисене вăл чыс-хисеп кỹчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете районти «Улăп» спорт комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев тивĕçрĕ. Агропромышленноçра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Сатурн» ЯХПК тĕп инженерне Геннадий Викентьева, «Яманчурино» ООО слесарьне Николай Егорова, тĕп агрономне Николай Романова, «Комбайн» ЯХПКри Вячеслав Капламов водителе, «Энтепе» ОООри Валентина Михайлова дояркăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Иван Антонова, Надежда Васильевăна, Ираида Квасовăна, Мария Трофимовăна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят, пултаруллă çамрăксен пĕр ушкăнне стипенди свидетельствисене парса чысларĕ. Канашлăва çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, Чăваш Республикинчи ачасен правипе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова хутшăннă, сăмах каланă.
Н.МАЛЫШКИН.