Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Международным женским днем

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Пирĕн пурнăçри мĕнпур лайăххи этемлĕхĕн хỹхĕм пайĕпе çыхăннă. Эсир тĕнчене ырăрах тăватăр, кил-йышшăн ырми-канми тăрăшатăр, пурнăç парнелетĕр. Хăвăрăн илĕртỹлĕхĕрпе ăсăра, пурнăçри çирĕплĕхе тата харсăр кăмăлăра пула эсир çемье вучахне тивĕçлĕн сыхласа упратăр.

Арçынсем сирĕн илемлĕхĕрпе евĕклĕхĕртен, çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарма пĕлнинчен, çепĕçлĕхĕрпе ырă кăмăлăртан хăпартланса тĕлĕнеççĕ.

Чăваш Ен хĕрарăмĕсем пултаруллă, хастар тата ăнăçуллă. Эсир обществăн политикăпа экономика тата социаллă пурнăçне хастарлăн хутшăнатăр, тăван çĕр аталанăвне питĕ пысăк тỹпе хыватăр.

Çитĕнекен ăрăва пăхса ỹстерес ĕçри ача амăшĕн пĕлтерĕшне хак пама та çук. Вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачисене халаллать.

Амăшлăхпа ачалăха сыхласси, çемье институтне çирĕплетесси, çураласлăха ỹстерме майсем туса парасси патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсен шутĕнче. Юлашки çулсенче кăмăл-сипет, çемье хаклăхĕсене халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе чылай ĕç тунă. Нумай ачаллă çемьесем пур енлĕн пулăшу илсе тăраççĕ.

Эпир малалла та пирĕн хĕрарăмсем малашлăха ырă шанчăкпа пăхма пултарччăр тесе мĕн кирлине йăлтах тума тăрăшăпăр.

Сирĕн пурнăçăр яланах çутă та савăнăçлă пултăр, килĕрте тăнăçлăхпа ырлăх тата пĕр-пĕрне ăнланни хуçаланччăр.

Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăхпа телей, çитĕнỹсем тата юрату сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                          Михаил ИГНАТЬЕВ

Дорогие женщины!

Сердечно поздравляю вас с Международным женским днём!

Всё самое лучшее в нашей жизни связано с прекрасной половиной человечества. Вы делаете мир добрее, окружаете близких заботой и вниманием, даруете жизнь. Благодаря обаянию, мудрости, жизненной стойкости и оптимизму вы сохраняете тепло семейного очага.

Мужчины восхищаются вашей красотой и чуткостью, умением вдохновлять на новые свершения, нежностью и добротой.

Женщины Чувашии талантливы, энергичны и успешны. Вы принимаете активное участие в политической, экономической и социальной жизни общества, вносите огромный вклад в процветание родной земли.

Неоценима роль женщины-матери в становлении подрастающего поколения. Ее жизнь посвящена самому дорогому – детям.

Охрана материнства и детства, укрепление института семьи, создание условий для роста рождаемости являются приоритетными задачами государственной политики. В последние годы многое сделано для пропаганды духовно-нравственных, семейных ценностей. Всемерную поддержку получают многодетные семьи.

Мы будем и дальше направлять все усилия на то, чтобы наши женщины сохраняли уверенность в завтрашнем дне.

Пусть ваша жизнь всегда будет наполнена светом и радостью, в доме царят мир, благополучие и взаимопонимание.

От всей души желаю вам крепкого здоровья, счастья, успехов и любви!

Глава Чувашской Республики                              Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code