Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Куракана хĕмлентересшĕн

Куракана хĕмлентересшĕн

Юрă-кĕвĕ, ташă çăлкуç шывĕ пекех. Ывăннине ирттерет, чуна кантарать, лăпкăлăх кÿрет. Кирлех тĕк – хуйха та кăштах пусарать.

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнче 8 кружок ĕçлет. Акă, «Илем» фольклор ушкăнне тĕрлĕ çулхи 26 хĕрарăмпа арçын çÿрет. Вĕсен йышĕнче — пенсионерсем, трактористсем, ĕне сăвакансемпе пăру пăхакансем, учительсем тата ытти профессин маттур çыннисем. Вĕсем ялти, районти мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ.

Юлашки вăхăтра фольклор ушкăнĕн членĕсем хăйсен тумĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть пурин валли те ĕлĕкхи пир кĕпесем тупса, вĕсене юсаса, тăхăнма юрăхлă хатĕрлерĕмĕр. Çавăн пекех пурин валли те кĕске кунчаллă сăран атăсем туянтăмăр. Кружока çÿрекенсен ĕмĕчĕ çунатлă: малашне хушпусемпе тухьясем ăсталама вĕренесшĕн. Авалхи çи-пуç тăхăнса ялта хĕле ăсатнине, Çăварни уявĕсене анлă паллă турăмăр. Лашасем кÿлсех катаччи чупрăмăр. Çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă, пир кĕпесем, кĕскисем тăхăннă ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшĕпе аслашшĕ-асламăшне ачасем ытарлăн сăнаççĕ. Куçпа мĕн курни асра юлать тенĕрен, ĕлĕкхи йăла-йĕрке вĕсен асĕнче юласси иккĕлентермест.

«Хозяюшка» клуб членĕсем кашни кĕçнерникун культура çуртне пуçтарăнаççĕ. Пултаруллă та ăста алăллă хĕрарăмсем пирĕн тăрăхра нумай пулнăшăн чун хĕпĕртет.

Çавăн пекех чылай çул районти ташăçăсен конкурсĕнче тăтăшах Гран-прие çĕнсе илекен «Камбрэ» ташă ушкăнне асăнмасăр иртес килмест. Диана Турхан Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсене ташă илемне чылай çул вĕрентсе пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Культура çурчĕн сăн-сăпатне çĕнетсех тăрас тесе тимлетпĕр. «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ, Алексей Ласточкин, Игорь Докторов, ял çамрăкĕсем пулăшнипе культура çурчĕн зал маччине çĕнĕрен улăштартăмăр. Çавăн пекех зал урайне, фойене сăрларăмăр, салтăнмалли пÿлĕм ăсталарăмăр.

Пирĕн тĕп тĕллев – куракан чун-чĕрине уçасси.

В.ДОБРОХОТОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code