Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн ĕçĕ пирки отчет туса панă.
Бизнес омбудсменăн ĕçĕ питех те анлă — предпринимательсем пулăшу ыйтнине пĕр тăхтамасăр хуравлама тивнинчен тытăнса вĕсене Арбитраж судĕнче хÿтĕлени таранах. Уполномоченнăй СИЗОри, юсанмалли колонисенчи бизнесменсемпе курнăçассинчен те ютшăнмасть. Вĕсене ирĕке тухсан бизнеса каялла таврăнма пулăшассине те хăйĕн тивĕçĕсен шутĕнче курать. Çакă, паллах, пĕчĕк тата вăтам бизнесăн экономика аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшĕпе çыхăннă. Предпринимательсен хисепĕ ÿссех пырать, республикипе илсен, хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ 47 пинпе танлашать. Чăваш Енри ĕç вырăнĕсен виççĕмĕш пайĕ шăпах вĕсен тÿпи. Çапла майпа хыснана хывакан налуксен калăпăшĕ те çулсерен 10 процент ÿсет.