Кашни çын килте саппасра тĕрлĕ эмел тытать — хамăр валли те, выльăх-чĕрлĕх валли те.
Выльăх-чĕрлĕхе сиплеме усă куракан эмелсен пахалăхне, вĕсене упранине тĕрĕслекен Россельхознадзор специалисчĕсем Чăваш Республикинче шанчăксăр эмелсем тупса палăртни çинчен сайтра çĕнĕрен те çĕнĕ информаци вырнаçтараççĕ. Патшалăхăн аслă инспекторĕ Оксана Викторова каласа кăтартнă тăрăх, нумаях пулмасть республика территорийĕнче суйласа илнĕ эмелсен 20 тĕслĕхне пахалăхне палăртас тĕллевпе Мускавра ятарласа тĕрĕслеттернĕ. Хальлĕхе 16-шĕ тĕлĕшпе кăтартусем хатĕр: икĕ препарат пахалăхсăр. «Витам» препарат 3 кăтартупа — «маркировка», «массовая доля аскорбиновой кислоты», «массовая доля хлор-ионов», «Секс Контроль К» препарат «распадаемость» кăтартупа тивĕçтермен. Эмел пахалăхĕнчен иккĕленетĕр пулсан Россельхознадзор специалисчĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.
Сăмах май, хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх эмелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе республикăра 60 лицензиат, çав шутран вĕсене курттăммăн сутакан 5 предприяти ĕçлет. Иртнĕ çул вĕсен хăрушлăх категорине палăртнă. «Хăрушлăх пур» категорие 19 организацие кĕртнĕ, «вăтам хăрушлăхлисен» йышĕнче — 40 организаци.
2017 çулта лицензиатсене тĕрĕсленĕ май çак препаратсен пахалăхсăр хăш-пĕр партийĕсене тупса палăртнă: «Левомиколь» маç, «Раствор йода спиртовой», «Полиген», «Палочки внутриматочные с ихтиолом», «Таблетки кобальта хлорида», «Секс Контроль К». Контрафакт та сахал мар: «Биометросанит», «Тетразоль», «Йодометрин», «Крем красавка с винилином», «Синэстрол 2%», «Мастоксидин 1% раствор», «Мастистоп» маç, «Бровафом», «Ноземат весовой» тата ыт.те.
Тĕпрен илсен, лицензи требованийĕсене пăхăнман тĕслĕхсене Шупашкар хулинче, Вăрнар, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри тата Канаш районĕсенче тупса палăртнă.
Эмел препарачĕсене кирлĕ пек упраманни те калаçтарать. Чăннипе, тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, эмелсене упрамалли условисене пăхăнманни, температурăпа нÿрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулманни — çине-çинех тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх. Унсăр пуçне, Чăваш Енре эмелсене лицензисĕрех сутнин тĕслĕхĕ те пулнă. Тĕрĕсрех каласан, пĕр усламçăн лицензийĕ пулнă, анчах вăл Коми Республикинче сутма ирĕк параканни. Лицензире Чăваш Ене пачах та асăнман.
Шанчăксăр препаратсем уссинчен ытла сиен кÿме пултарнине манса каяр мар.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ.