Хаклă ентешсем!
Сире чĕререн Аслă уяв — Мăнкун ячĕпе саламлатпăр!
Православи тĕнне тытса пыракансемшĕн Мăнкун яланах чи пысăк уяв шутланнă. Мăнкун пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе, юратса пурăнма вĕрентет.
Пирĕн кашнийĕн çемьесене çирĕплетес, çамрăк ăрăва Иисус Христос вĕрентнĕ чăнлăхпа, ырă та таса йăла-йĕркепе пурăнма вĕрентес, пĕр-пĕрне хисеплесе, кирлĕ чухне пулăшса пырас тĕллевпе ĕçлемелле.
Уяв ячĕпе саламласа сире юрату, килĕшÿ, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Çутă уяв ячĕпе!
И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.