Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван ялăм

Тăван ялăм

Пире кашнинех йăх-несĕлĕмĕрсем никĕсленĕ ялсем, паян вăл вырăнсенче хамăр пурăннă май, пĕр тĕп ыйту канăç памасть: «Хăçан, ăçтан пуçланса кайнă вĕсем?»

Мана, паллах, тăван ялăм — Çĕнĕ Арланкасси кăсăклантарать. Ун çинчен пуçласа ХIХ ĕмĕр пуçламăшĕнче «Атлас Буинского уезда со всеми внутри оного лежащими градскими, Казенными и Владельческими Землями с показанием в нем каждого селения с отделением градскими и специальными от других межами, сочиненными в 1808 году» документра асăннă. Унта икĕ Арланкассине те ÿкерсе кăтартнă. Пĕри Энтепе ялĕн кăнтăр, тепри хĕвеланăç енче, икĕ çухрăмра, вырнаçнă. Çĕнĕ Арланкасси хăйĕн тĕп вырăнне икĕ хутчен улăштарнă. Вăл кÿршĕллĕ тутарсем тăтăшах пыра-пыра хăратнипе те сăлтавланнă пулĕ. Вĕсем вара черетлĕ вырăна — «Кашкăр вар» текен çырман кăнтăр енне суйласа илнĕ.

Юнашарах — хутăш вăрман, ытларах юмансем ÿснĕ унта. Çынсем куç умĕнчи ырлăхпа усă курса çуртсем, хуралтăсем çĕкленĕ. Уçланкăсене тĕпрен тасатса тыр-пул акса тăма çĕр хатĕрленĕ. Юмантан çавăн пекех çунасем ăсталанă, çăка хуппинчен пушăт, мунчала хатĕрленĕ.

Каярахпа Арланкассисем çĕнĕ — хальхи вырăна «тымар янă». Ĕлĕкхине эпир «Кив çурт» тетпĕр паян. Унта тĕп сакайсем те сыхланса юлнă-ха.

Çĕнĕ вырăна мăн асаттесемпе мăн асаннесем тĕплĕн, васкамасăр куçса пынă. Пирваях Энтепе ялĕн кăнтăр енĕпе, хальхи клуб патĕнчен пуçласа Кашкăр варĕ çывăхне çити тăсăлнă урам. Анчах тепĕр енчен Çĕмĕрт çырми урам тĕлне çурса çитсен хăшĕ-пĕри 1900 çулсенче вырнаçăва улăштарнă — çĕнĕ урам йĕркеленĕ: Çĕмĕрт касси. Ун хыççăн, 1928 çулта, Çĕнĕ кас чăмăртанма пуçланă.

1884 çулта Çĕнĕ Арланкассинче 26 кил шутланнă. Вĕсенче 93 арçын, 102 хĕрарăм пурăннă. Чĕмпĕр кĕпĕрнин статистика комитечĕ 1897 çулта çирĕплетнĕ списокĕнче вара 30 кил-хуçалăхра 83 арçынпа 77 хĕрарăма палăртнă. Хальхи вăхăтра 66 килте 107-ĕн пурăнаççĕ.

Архив материалĕсем тăрăх ялта малтанах 10 çемье пурăнни паллă: Егор Михайлов /1717-1770/, Степан Захаров /1707-1763/, Алексей Захаров, Андрей Ефремов, Иван Петров тата ыттисем.

Ялта 1912 çулччен масар та пулман. Вилнĕ çынсене Кушкă ялĕн çăвинче тирпейлесе пытарнă. Çĕнĕ масара пуçласа Артемьев Матвей «йышăннă». Унăн вилтăпри тĕлне хурăн лартса хăварнă. Вăл та пĕлтĕр 105 çул «тултарчĕ» ĕнтĕ. 1963 çулччен пĕртен-пĕр йывăç пулнă вăл унта. Каярахпа эпир, шкул ачисем, масар йĕри-тавра чылай йывăç лартса хăвартăмăр.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Çĕнĕ Арланкассинчен 67 çын тухса кайнă, 38-шĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Шел пулин те, сывă таврăннисем те паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ — ял масарĕнче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.

Тăван ялăм пĕчĕк пулин те, унăн çыннисем чун-кăмăлĕпе пуян, ĕçĕпе харсăр.

Николай АЛЕКСАНДРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code