Çутă Мăнкун эрнинче Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан Турă хушнипе Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре праçник ирттернĕ. Чиркĕве халăх шăнăçайман, Турра пуç çапакансем тĕрлĕ ялсенчен килсе çитнĕ.
Преосвященнейший Стефанпа пĕрле литурги ирттерме вырăнти чиркÿ настоятелĕ, округри благочиннăй Александр Сенькин протоиерей, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин, Курнавăшри Христос çуралнин, Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркÿсен настоятелĕсем Силуан иеромонах, Анатолий Емельянов тата Максим Петров хутшăннă.
Мускав тата Пĕтĕм Русь Патриархĕн 2017 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Александр Сенькин протоиерей пурнăçлакан пархатарлă ĕçе хакласа ăна «В память 100-летия восстановления патриаршества в Русской православной церкви» медальпе наградăланине те ĕненекенсем чун-чĕререн хĕпĕртесе йышăннă.
Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан Аслă Елчĕкри чиркÿ чанĕсене сăвапланă çĕре те хутшăннă.
С.АНАТОЛЬЕВА.