Раççейре цифрăллă телекурав çине куçас ĕç пыни пирки калаçаççĕ. Вăл унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Тата çак ĕç республикăра мĕнле пурнăçланса пырать?
Г.САРДАЕВ. Акчел ялĕ.
Ыйтăва ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М.В.Анисимов хуравлать:
— Цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе çыхăннă проект Чăваш Енре улттăмĕш çул пурнăçланать. Çак тапхăрта Раççей телевидени тата радио хыпарлав сечĕн «Чăваш Республикин радиотелевидени паракан центрĕ» филиалĕн специалисчĕсем 42 станцие ĕçе кĕртнĕ, çав шутран 14-шне малтанах пулнă телевышкăсемпе çыхăнтарнă. Асăннă объектсенче пуринче те телеканалăн /мультиплексăн/ пĕрремĕш пакетне трансляцилемешкĕн ятарлă передатчиксем вырнаçтарнă. Паянхи кун тĕлне сигнал Чăваш Енри халăхăн 99 проценчĕ патне çитет. Çапла вара регионта пурăнакансем федераци шайĕнчи 10 телеканала цифрăллă пахалăхпа курма пултараççĕ: «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», «Россия — Культура», «Россия-24», «Телекомпания НТВ», «Петербург – 5 канал», «Карусель», «Общественное телевидение России», «ТВ ЦЕНТР _ Москва». Иккĕмĕш мультиплекса тепĕр 10 телеканал кĕрет: «Рен-ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз ТВ», «ТВ-3». Чăн та, ăна хальлĕхе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи тата çывăхри ял-поселокра çеç курма май пур.
«Чăваш ЕН» ПТРК телеканалĕсем цифрăллă эфир телекуравĕн пĕрремĕш мультиплексне кĕнĕ. Вырăнти хыпарсемпе телекăларăмсене цифрăллă форматпа «Россия 1» тата «Россия 24» телеканалсемпе пăхма пулать.
Цифрăллă эфир телекуравĕ — телекуравăн хальхи йышши технологийĕ. Цифрăллă сигнал тĕрлĕ чăрмав тĕлĕшпе чăтăмлă, çавна май сасă тата ÿкерчĕксем пысăк пахалăхлă пулаççĕ. Хальхи йышши телевизор çав сигнала тыттăр тесен дециметрлă диапазонлă антенна çеç кирлĕ. Кивĕ телевизор валли антеннăсăр пуçне тата приставка туянмалла. Палăртни вырăнлă: пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплексăн программисене пăхнăшăн абонент тÿлевĕ çук.
Федерацин цифрăллă телекурав çине куçассипе çыхăннă тĕллевлĕ программи кăçал вĕçленет. 2019 çулхи январьтен пуçласа аналоглă телекурава майĕпен сÿнтерсе пыма пуçлаççĕ. Çавăнпа та республикăра пурăнакансен цифрăлли çине куçассине кая хăвармасан аван.