Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕне выльăхсене çуллахи йĕркене куçаратпăр

Ĕне выльăхсене çуллахи йĕркене куçаратпăр

Çĕнĕ йышши технологисемпе анлăн усă курса ĕçлекен фермăсенче сăвăнакан ĕнесене çаран çине кăларас ĕç пăрахăçа тухса пырать. Вĕсене çуллахи вăхăтра фермăсен çывăхĕнче ятарласа тунă картасенче усраççĕ. Апат таканисене те кунтах вырнаçтараççĕ, сăваççĕ.

Тĕрĕссипе илсен, пирĕн тăрăхра ĕне выльăхсене çÿретме уйăрнă çĕр лаптăкĕсене те ытлăн-çитлĕн теме çук. Ученăйсем ĕнентернĕ тăрăх, çаран çине тухакан кашни ĕнене 1 гектартан кая мар лаптăк тивĕçмелле. Вĕсен умĕнчен тăрă шыв татăлмалла мар, шăрăх çанталăкра вара ятарласа тунă тăрă айне — хÿтлĕхе хăваласа кĕртмелле. Ку чухне сахал тăкакпа тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси ÿсме кирлĕ.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула сăвăнакан ĕнесене çаран çине илсе тухаççĕ. Вĕсене çуллахи йĕрке çине куçариччен тĕплĕн сăнаса тухмалла. Мăйракисене тата чĕрнисене касмалла. Хальхи вăхăтра районти патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсемпе хуçалăхсенчи ветработниксем выльăхсене диагностика тĕрĕслевĕсене тата профилактикăлла прививкăсене туса ирттернĕ. Туберкулезран — 6050, лейкозпа бруцеллез чирĕсенчен 3737 пуç ĕнене тĕрĕсленĕ. Кăтартусем пурте лайăх пулчĕç. Çĕпĕр язвинчен — 5822, эмкар чирне хирĕç 5164 пуç ĕне выльăха прививка тунă.

…Ешĕл курăк çитерме ĕнесене ерипен, 8-10 кун хушшинче хăнăхтармалла. Тăрук нумай ешĕл апат çисен ĕне выльăх чирлет, вăйсăрланать, сĕтне чакарать. Çакна асра тытса рационра малтанхи вăхăтра хĕлле тăрантарма усă курнă хутăш апат — утă-улăм, сенаж пулмалла. Хĕвел, уçă сывлăш, хусканусем пулни те ĕне выльăхшăн усăллă. Вĕсен умĕнчен тăвар /пĕр талăка 100 грамран кая мар/ татăлмалла мар, пĕр кунра ĕне 60 литртан кая мар тăрă шыв ĕçет.

Ял хуçалăх организацийĕсенче ĕнесен кĕтĕвне çаран çине илсе тухаççĕ пулсан çакна асра тытмалла: ирхине такана çине пĕр выльăх пуçне 1-2 килограмм утă хурса памалла, сывлăм ÿкнĕ курăка çитермелле мар — вăл типшĕрессе кĕтмелле, каю çине те 15 кун иртмесĕр кĕтÿ кĕртме юрамасть. Кĕтÿçĕсене инструктаж памалла, вĕсене çакăн пирки ятарлă журнал çине алă пустармалла, ĕне кÿпĕннине асăрхасанах кĕтĕве çаран çинчен хăваласа кăларса тапăра хупмалла, ветеринарпа ферма заведующине пĕлтерсе малтанхи ветеринари пулăшăвне памалла: 1 флакон тимпанол эмеле 2 литр шывпа, 2 литр шыв çине 200 грамм магнези порошокне /йĕкĕр ывăç/ хутăштарса ĕçтермелле. Çак препаратсене ĕçтернĕ хыççăн та усси пулмасан ĕне хырăмне сулахай енчен трокарпа шăтарса сывлăша ерипен кăлармалла. Ăна хăвăрт кăларсан пуç миминче юн хăвăрт тарнипе ĕне тăнсăр пулать, вилсе кайма та пултарать.

Ĕне выльăхсене çуллахи картасене е лагере илсе тухиччен ферма территорийĕсене тислĕкрен тасатмалла. Май пулнипе усă курса витесене дезинфекци тумалла, шуратмалла. Çак ĕçсене пурнăçлама районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем яланах хатĕр.

И.НИКОЛАЕВА,
районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code