Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри — çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.
Раççей Федерацийĕн Уголовлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕпе килĕшÿллĕн, ку енĕпе айăпа кĕнĕ çыннăн ирĕклĕхне чакарма е ăна ирĕклĕхсĕр хăварма пултарнисĕр пуçне, саккуна пăсакана взятка виçинчен 100 хут пысăкрах суммăлăх штрафлама пултараççĕ. Уголовлă яваплăха взятка виçине кура палăртаççĕ: ахаль виçе, пĕлтерĕшлĕ виçе, пысăк тата уйрăмах пысăк виçе.
Н.БАЙДУГАНОВ.