Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Арчари шедеврсем

Арчари шедеврсем

Кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери музей кунне халалласа «Музейри каç» акци иртет. Кăçал та çаплах.

Çак паллă пулăм музейçĕсемшĕн уяв анчах мар, хавалпа ĕçлемелли кун та пулса тăрать.

Кăçал музей каçне «Музей арчисенчи шедеврсем» ятпа ирттерме палăртнă. Çамрăк ăрушăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕрки, тумĕ, апат-çимĕçĕ, савăт-сапи, ĕç хатĕрĕсем яланах кăсăклă. Аваллăхпа паллашма кăмăл тăвакансен çак кун тĕрлĕ вăйă-кулă урлă чăвашсен йăли-йĕркине тĕплĕнрех пĕлме май пулĕ. Ятарласа хатĕрленĕ маршрутпа килĕшÿллĕн, тупса шырамалли ребус-карта евĕр «пытарса» хунă экспонатсене, авалхи çи-пуçсемпе тумтирсене, япаласене шыраса тупса вĕсен ячĕсене тĕрĕс каласси, тĕрлĕ йăла ĕçĕсене кăтартса парасси, чăваш халăх юмахĕсене аса илсе унти тĕп сăнарсен ячĕсене каласси уявăн тĕп тĕллевĕ пулĕ. Тата акцие хутшăнакан кашни çын килĕнчен ыттисене паллаштарма ĕлĕкхи япаласем илсе килсен питĕ аван. Вĕсенчен пĕр каçлăх экспозици йĕркелĕпĕр ?япалисене кайран каялла тавăрса паратпăр/.

«Музейри каç» уява кашнинех хапăлласа кĕтетпĕр.

С.СТЕПАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Çĕнтерÿ кунĕнчи куравра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code