Ачасем çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Виçĕ уйăх выля та кул. Канăва усăллă ирттерме вара тĕрлĕ лагерьсем уçăлаççĕ.
Ачасен канăвне йĕркелес, ÿт-пĕвне тĕреклетес тĕллевпе районти 15 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсем ĕçлеççĕ. Унта 628 вĕренекен 21 кун çÿрĕ. Ачасене хаваслă канма, сывлăхне çирĕплетме, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма тĕрлĕрен программăсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех вĕсене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Пĕр кунхи апат хакĕ 88 тенкĕпе танлашать.
Ашшĕ-амăшĕ иртнĕ çулсенче, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр, шкулсем çумĕнчи лагерьсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртатчĕç. Мĕншĕн тесен ывăл-хĕрĕ урамра çапкаланса çÿремест, килте пĕччен чухне уйрăмах компьютер умĕнче пуласран пăшăрханмасть. Хăйсем ĕçре пулсан та ачисем тутă, воспитательсен аллинче пулни савăнтарать, паллах.
Вĕренекенсем çулсеренех палатка лагерĕсенче канаççĕ. Кăçал 177 ача унта сывлăхне çирĕплетнĕ, спорт ăмăртăвĕсенче пиçĕхнĕ.
Районти 30 ача хăйсен сывлăхне хула çумĕнчи лагерьсенче çирĕплетме кăмăл тунă. Вĕсенчен 13-шĕ профиль сменинче канĕ.
Çавăн пекех йывăр лару-тăрура, йышлă ача-пăчаллă çемьере çитĕнекен ачасене те яланхиллех пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. 409 вĕренекеншĕн çу кунĕсем уйрăмах асра юласси иккĕлентермест.
Ачасен çуллахи канăвне интереслĕ те усăллă йĕркелеме кăçал район бюджетĕнчен 1794,7 пин тенкĕ уйăрнă.
Л.ВЕКОВА.