Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăпа пĕрлештернĕ мăшăр

Шăпа пĕрлештернĕ мăшăр

 Икĕ хĕрĕ шкултан, мăшăрĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлес тесе ăшталанчĕ Валерия. Çемье юратакан купăстапа какай кукăлĕ, духовкăра пĕçернĕ хур тутлă шăршă кăларчĕç. Ĕçрен черетлĕ отпуск илнĕскер кун каçа чылай ĕç туса ĕлкĕрет хĕрарăм. Хăш та пĕрисем отпуск вăхăтĕнче путевкăсем туянса Хура тинĕс хĕррине кайма ĕмĕтленеççĕ пулсан, Валерийăн кану вăхăтне çулсеренех тăван килте çемйипе пĕрле ирттерес килет.

Мĕн тери хаваслă вĕсем пурте пĕрле пуçтарăннă самантсенче. Ачисен чĕвĕлти сассисене, вĕсем шкулта мĕн пулса иртнине пĕрне-пĕри пỹле-пỹле каласа панă хушăра ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрин çине вăрттăн пăхса илеççĕ. Телейĕ нимпе виçейми вĕсен çак самантсенче. Валерий арăмне çурт вучахне, çемье ăшшине упраса тăнăшăн, Валерия мăшăрне кил-çурт тĕрекĕ тата телейĕ пулнăшăн тав тăваççĕ. Çак ăшăлăхпа телее упраса тăрасси, ачасене ырлăхра ỹстересе тĕрĕс воспитани парасси вĕсенчен иккĕшĕнчен анчах килнине лайăх ăнланать мăшăр. Çирĕп йăвана нимĕнле çил-тăвăл та арактаймĕ, тĕрĕсленнĕ юратăва никам та туртса илеймĕ.

— Тавах сана, Пỹлĕхçĕм, çакăн пек упăшка панăшăн. Валерий пулман пулсан мĕнех тăвайăттăмччĕ-ши эпĕ çак пурнăçра? Ăçта пулăттăмччĕ-ши паянхи кун? Камах хĕрхенсе пулăшу аллине тăсĕччĕ-ши хỹтлĕхсĕр хĕр енне? — çак шухăшсем пуçне кĕрсенех куçĕсем вĕри куççульпе тулаççĕ хĕрарăмăн… Ăçта пуласси паллăччĕ.

— Эй, çи апатна кайса. Пурте çинĕ. Мĕн тĕлĕрсе ларатăн? Уйрăм килсе аптлантарасса кĕтетĕн-им? Килĕнте мар эс кунта! — юнашар кравать çинче ларакан хĕрарăм хăйне çапла кăшкăрса сылтăм аякĕнчен тĕртсе илсен тин тăна кĕчĕ Валерия. Стена çине таянса икĕ урине ыталаса лараканскер тĕлĕрсе кайнă. Тĕлĕкĕнче тăван килĕнче, савнă амăшĕ çумĕнчеччĕ вăл. Амăшĕ пиçнĕ кукăльсене кăмакаран кăларнă та типçупа сĕрет пек. Валерия, пĕчĕкскер, хĕвел пек сарă кукăльсенчен пĕрне хăйĕн умне пырса хурасса куç пек кĕтет. 

-Пĕçереççĕ-ха вĕсем, кăштах сивĕнччĕр, — тет амăшĕ.

Ăшă кулăллă, ырă чĕреллĕ, çепĕç чĕлхеллĕ амăшне, унăн кашни хусканăвне ытарайми сăнать хĕрача. Унăнни евĕр хитре анне тĕнчере урăх çук… Тĕлĕкрен чăн пурнăçа таврăнса йĕри-тавра пăхса илнĕ хыççăн кăмăлĕ самантрах пăсăлчĕ хĕрĕн. Юнашар — ретĕн-ретĕн лартса тухнă койкăсем, вĕсем çинче пурте пĕр евĕр тум тăхăннă хĕрарăмсем.

Тĕрме. Унта хăрушăран та хăрушă преступниксем — çынна вĕлерекенсем е пусмăрлакансем, ют пăрлăха вăрлакансем е çаратакансем анчах лараççĕ пек туйăнатчĕ ăна ĕнер çеç. Çак тăватă стеналлă тĕксĕм пỹлĕме кĕрсе ларăп тесе ĕмĕрне те шухăшлама пултарайман вăл. Кунта пĕр айăпсăр чун та ларма пултарать иккен. Тарăннăн шухăшласа илсен, хăраса каймалла. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тăрайнă 18 çулхи хĕрĕн çунатлă çамрăклăх ытамĕнче çупăрланмалла, юрату авăрĕнче ишмелле, тус-тантăшĕсен ушкăнĕнче, савнă çыннин ытамĕнче пулмаллаччĕ те…

Телей, ăшăлăхпа юрату хуçаланакан çемьере çитĕнчĕ Валерия. Ашшĕпе-амăшĕ пĕр-пĕрин çине сас хăпартса калаçман анчах мар, пĕр-пĕрне сивĕ куçпа та пăхман пулĕ. Амăшĕ сĕт сусан ашшĕ унран сĕт витрине илсе пỹрте йăтса кĕнĕ тĕслĕх хăйех арçын хĕрарăма мĕн тери хисепленине аван кăтартса парать пулĕ. Ир-ирех тăрсан сĕтел хушшине хире-хирĕç вырнаçса куллен пурнăçламалли ĕçсене сỹтсе яватчĕç вĕсем, шухăш-кăмăлĕсемпе улшăнатчĕç. Иккĕшĕ те сысна ферминче тăрăшаканскерсем, ĕçе кайнă чух та, килне таврăннă вăхăтра та уйрăм утса курман. Кунĕн-çĕрĕн пĕрлеччĕ мăшăр, юханшывăн чуна лăплантаракан сасси евĕр шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатчĕç. Пĕртен-пĕр хĕрне ашшĕ-амăшĕ чечек пек упрарĕ, пукане пек ỹстерчĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Валерия хулана çул тытрĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăскер тĕп хулари ялхуçалăх академийĕн экономика факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕчĕ.

Студент тапхăрĕ. Çыннăн пурнăçĕнчи чи илĕртỹллĕ те хаваслă вăхăт пулĕ вăл. Ушкăнпа час-часах театрсемпе музейсене çỹрени, пĕр пỹлĕмре пурнăнакансемпе каçсерен калаçса ларни, хулари парксем тăрăх уçăлса çỹрени нихăçан та асран тухмасть. Канмалли кунччĕ ун чухне. Çурхи илемлĕ те ăшă кунпа киленес тĕллевпе Валерия Лида тантăшĕпе Атăл хĕррине çул тытрĕç. Шăп çак кун Валерия хăйĕн пĕрремĕш тата ĕмĕрлĕх юратăвне тĕл пулчĕ. Шукăль тумланнă икĕ йĕкĕт вĕсем патне пырса тăчĕç ун чухне.

— Пĕрле уçăлса çỹрер-и? Тăваттăн хаваслăрах, — сĕнчĕç вĕсем хĕрсене.

Валерия умне пырса тăнă каччă хăйне «Валерий», — тесе паллаштарсан хĕр тип-тикĕс шурă шăлĕсене кăтартса ахăлтатаса кулса ячĕ. «Валерия», — терĕ вăл ун енне аллине тăсса. Пĕр евĕрлĕ ятсем пулнине илтсен йĕкĕт те кулса ячĕ. 

-Шăпа пĕрлештерчĕ пире, — терĕ хăй хĕрĕн куçĕсенчен ăшшăн тинкерсе. Çак кунран çывăх паллашрĕç çамрăксем. Атăл хĕрри вĕсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ, кунта уçăлма килессине йăлана кĕртсе ячĕç вĕсем. Хăйсене ачасем евĕр ирĕклĕ туятчĕç çамрăксем иккĕшĕ анчах юлнă самантсенче. Юратăвăн хăвачĕ пысăк. Этеме йăлтах тепĕр майлă улăштарса хурать вăл. Юратакан çын çунатлă, кăмăл туйăмĕ çĕкленỹллĕ. Чун-чĕререн ырă вăй тапса тăнăран пĕтĕм тĕнчене çупăрлас, таврари çынсене ырă сунас килет унăн. Çут çанталăк хăй те вăй парса тăрать тейĕн юратакан çынсене. Валерийăпа Валерий та çак ырă туйăмăн хăвачĕпе киленчĕç. Вăхăт шурĕ. Валерия 3-мĕш курса çитрĕ, юридика институтĕнчен вĕренсе тухнă Валерий тăван хулари пĕр кантурта юрист пулса ĕçлеме пуçларĕ. Туслăха татмарĕç вĕсем, хĕр вĕренсе тухсан пĕрлешес ĕмĕте чĕрисенче упрарĕç. Анчах та пурнăç пĕр тикĕс шунă çĕртех тепĕр чухне тумхахĕсем тĕл пулсах тăраççĕ. Тарăннăн шутласа илсен, пурнăç хăш чухне çав тери хăрушă та пулнине туйса илетĕн. Çуллахи уяр кун экзамен тытса общежитие таврăннă Валерия хăрушă хыпар илтрĕ. Хулана — хăй патне хăнана пыма тухнă ашшĕпе амăшĕн автомашини хирĕç килекен автомашинăпа çапăннă та, иккĕшĕ те пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлнă. Çак хăрушă хыпара тỹссе ирттерме Валерийăна анчах мар, пĕтĕм ял-йыша йывăр пулчĕ. Тирпейлĕ, ĕçпе йăпанса кăштăр-кăштар пурăнакан çынсем пĕр самантрах çĕр айне варăннине, çурчĕ пушанса юлнине никамăн та ĕненес килмерĕ. Туххăмрах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă хĕре укçа-тенкĕ çитерсе пыма питĕ йывăр пулчĕ. Валерий укçа сĕннине хирĕçлерĕ пике, ял хуçалăх академийĕнчен инçех мар вырнаçнă пĕр киоскра сутуçă пулса ĕçлеме пуçларĕ. Вĕренỹ хыççăн тỹрех унта васкатчĕ вăл. Хуçи шанчăксăр çын мар, хăйсен ялĕсемех. Вăхăт иртнĕ май таварсене те хăй алă пусса йышăнса юлма пуçларĕ хĕр. Çынна шанатчĕ çамрăкскер, документсене пăхса тăмасăрах алă пусса яратчĕ. Çакă питĕ хака кайса ларчĕ хĕршĕн. Тавар турттаракан улталанăран киоск сутуçи «пысăк укçа-тенкĕ салатакан» пулса тăчĕ. Пĕр миллион тенкĕ ытла укçа-тенке ăçтан тупса памаллине те пĕлеймерĕ вăл.

Тĕрмерен хĕре Валерий хăтарчĕ. Çăмăлпа пулмасан та, тĕрĕслĕхе çиеле кăларма пултарчĕ каччă…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code