Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăх йĕркисене пăхăнар

Сыхлăх йĕркисене пăхăнар

Банк карттисемпе хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса усă курас ыйтăва тăтăшах çĕклетпĕр. Çакă юлашки вăхăтра граждансем ултавçăсенчен час-часах шар курнипе çыхăннă.

Банк карттипе усă курса укçа-тенкĕ упрама, тĕрлĕ лавкка-кафере, Интернетра таваршăн тата пулăшусемшĕн тÿлеме меллĕ. Ăна ĕçе ансатлатас тĕллевпе шухăшласа тупнă та. Çапах та халăх хăйĕн тимсĕрлĕхне тата хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнине пула укçа-тенкĕ çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Ултав тĕсĕсем те тĕрлĕрен. Сăмахран, пĕр-пĕр çын карттă хуçи патне банкра ĕçлекен сотрудник ячĕпе шăнкăравлать е СМС ярса карттă ĕçлеме пăрахнине хыпарлать, ăна йĕркене кĕртме унăн номерне, вăрттăн паллисене ыйтать. Çапла майпа преступник карттă çинчи укçа-тенке йăкăртать. Тепĕр тĕслĕхре Интернетри лавккасемпе суту-илÿ тăвакансем улталанаççĕ. Япалашăн е ĕçшĕн укçа-тенкĕ куçарас тĕллевпе карттă номерне ыйтаççĕ /кун пек меллĕрех имĕш/. Информацие хăвăрт пĕр-пĕрин патне çитерекен каварлашнă ушкăн тĕлне çакланнă çын нимсĕр тăрса юлать.

Карттăна çухатнă хыççăн нухратсăр тăрса юлакансен йышĕ те хушăнсах пырать. Сăлтавĕ — ун çине е уйрăм хут çине пин-код номерне çырса хунинче. Чылай Интернет-лавккара таваршăн тÿлеме карттă номерĕ те çителĕклĕ. Пин-код кирлĕ маррине шута илсе усал шухăшлисем пĕрре тÿленĕ карттăсенчен укçа-тенке тепĕр хут та сăптăрма пултараççĕ.

Банкоматсем çине ятарлă техникăсем вырнаçтарса информацие вăрласси, унпа усă курса çаратасси — ултавçăсен тепĕр мелĕ. Виçĕ çул каялла республикăри йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çак мелпе усă куракан пĕр ушкăна сиенсĕрлетнĕччĕ. Молдави çыннисем Перекет банкĕн хăш-пĕр аппарачĕ çине ятарлă техника вырнаçтарса Чăваш Енре çеç мар, ытти регионта та пуйса пурăннă.

Телефона «мобильлĕ банкпа» çыхăнтарсан та тимлĕх пирки асра тытмалла, номере улăштарсан ăна сÿнтерме манмалла мар. Интернетпа час-часах çыхăнакан телефонсене вируса хирĕçле программăсемпе тивĕçтермесен те вируссене пула карттă пушанса юлма пултарать /ку чухне телефон çине карттăпа усă курнине хыпарлакан смс килме пăрахать/.

Ултавçăсенчен сыхланас тесен çак сĕнÿсене асра тытар:

— карттă номерне, пин-кодне, вăрттăн кодне, унпа хăçанччен усă курма юранине никама та пĕлтерме юрамасть;

— карттăна ют çынна ан парăр;

— банкомат паракан чексене урнăна пăрахма ан тăрăшăр;

— пин-кода пуснă чух пĕр алăпа цифрăсене çÿлтен хуплăр;

— Интернетра тавар туяннă самантра карттă çинчи информацие пĕр хут анчах палăртăр;

— тавлашуллă ыйтусенче банк ĕçченĕсемпе çыхăнăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин районти пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code