Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Яланах халăх хушшинче

Яланах халăх хушшинче

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк. Саккун вĕсене норма акчĕсемпе çирĕплетнĕ ĕç-хĕле анчах мар, шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм тивĕçĕсене туллин пурнăçлама ирĕк парать.

Ильнар Абейдуллин Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхшĕн яваплă. Хăйĕн тивĕçне тĕплĕн пĕлнипе, ĕçе чунтан парăннипе палăрса тăрать сотрудник. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, общество йĕркелĕхне çирĕплетес, йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕллевсене мала хурса тимлет.
Участокри уполномоченнăй тăтăшах халăх хушшинче пулать: пухусене хутшăнса ял тăрăхĕнчи лару-тăру пирки каласа кăтартать, шкулсене, ăнăçсăр çемьесене час-часах çÿрет, профилактика канашĕн ларăвĕсенче граждансене саккунсемпе паллаштарать. Çавна май ăна шаннă ял тăрăхĕнчи 2 пин ытла çын пурăнакан участокра йĕркелĕх хуçаланнине, юлашки вăхăтра унта уйрăмах йывăр преступлени вуçех те пулманнине, саккуна пăснă тĕслĕхсене пурне те вăхăтра уçса панине палăртмалла.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Ильнар Абейдуллин ĕç пÿлĕмĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code